Çак кунсенче Первомайскинче çуралса ỹснĕ хисеплĕ вăрçă ветеранĕсене асра тытса тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа "Мы отстояли! Помним, гордимся, живем!" Асăну кĕнеки (ỹкерчĕкре) кун çути курнă.
Хулăн хуплашкаллă, сăн ỹкерчĕксемлĕ кĕнекене "пиçсе" тухма, ăна йĕркелеме пулăшаканĕсем - И. Дикин, В. Дикина, Л. Шашкин, И. Михайлова, Э. Алиуллова. Ум сăмахра Первомайскинчи вăтам шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ З.Шагулова, Н. Кузьмин таврапĕлỹçĕ ялти ветерансем пирки пуçтарнă материалĕсемпе чылай усă курнине те палăртнă.
Кĕнекене хатĕрленĕ чухне районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра пичетленнĕ статьясем пулăшу кỹни те кăмăллă. Кĕнеке пилĕк пайран тăрать. Пĕрремĕш пайне вăрçă хирĕнче çутă малашлăхшăн пуç хунă салтаксене халалланă, вĕсем ăçта çапăçса вилни çинчен çырнă. Иккĕмĕшĕнче Первомайскинче пурăнса (вĕсем урăх çĕрте çуралма та пултарнă) вăрçа хутшăннисем пирки вуласа пĕлме пулать. Ун пеккисем кĕнекере 177ĕн. Теприсем вара çак ялта çуралнă, вăрçа хутшăннă, анчах тĕрлĕ сăлтавпа районти "Астăвăм" кĕнекине кĕреймен. Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш пайсенче вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн тылра хастарлăх кăтарнă фронтовиксем, тыл хастарĕсем пирки вуласа пĕлме пулать.
Истори пĕлтерĕшлĕ хутсем, çапăçу карттисем, çар тумлă салтаксен сăн ỹкерчĕкĕсем, фронтан янă çырусем, вăрçă темипе çырнă сăвă-юрăсем кĕнекене тата ытларах пуянлатаççĕ. Ырă та пархатарлă ĕçшĕн авторсен ушкăнне, кĕнекене хатĕр- леме пулăшнă ытти çынсене тав тумалăх пур.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |