Августăн 9-мĕшĕ. 1714 çулхи çак кун I Петĕр патша ертсе пынипе вырăс флочĕ пĕрремĕш хут шведсене çĕнтернĕ. Авгусăн 12-мĕшĕ. 1759 çулхи çак кун Салтыков ертсе пынипе вырăс çарĕ Прусси çарĕсене Кунерсдорф çывăхĕнче çапса аркатнă. II Фридрих çарĕ веçех пĕтнĕ. Хăй чутах тыткăна лекмен. Çак çапăçу хыççăн вырăссем Берлина кĕнĕ.
Августăн 15-мĕшĕ. 1799 çулхи çак кун Суворов çарĕ французсене Нов çывăхĕнче çĕнтернĕ: 7 пин француз вăрçă хирĕнче выртса юлнă, 3 пинĕ тыткăна лекнĕ.
Августăн 20-мĕшĕ. 1914 çулхи çак кун вырăс çарĕсем Гумбиннен çапăçăвĕнче Германи çарне çĕнтернĕ.
Августăн 23-мĕшĕ. 1943 çулхи çак кун 50 куна тăсăлнă Курск пĕккки çапăçăвĕ вĕçленнĕ. Харьков хулине нимĕçсенчен хăтарнă. Тăшман 500 пин салтак, 1500 танк, 3700 самолет çухатнă. Курск çывăхĕнчи çĕнтерỹ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче калама çук пысăк вырăн йышăннă.
Августăн 24-мĕшĕ. 1944 çулхи çак кун Молдавин тĕп хулине - Кишинева нимĕçсенчен хăтарнă.
Августăн 28-мĕшĕ. 1739 çулхи çак кун Бурхард Минихин ертсе пынипе вырăс çарĕсем Ставучан çывăхĕнче турккă çарĕсене çапса аркатнă.
Августăн 29-мĕшĕ. 1813 çулхи çак кун вырăс гварди çарĕ Кульма таврашĕнче французсене хирĕç çапăçура палăрнă.
Августăн 29-мĕшĕ. 1944 çулхи çак кун Ясско-Кишинев операцийĕ вĕçленнĕ. Молдавие нимĕçсенчен хăтарнă. Румыни вăрçăран тухнă.
Августăн 30-мĕшĕ. 1757 çулхи çак кун Степан Федорович Апраскин ертсе пынипе вырăс çарĕсем Гросс- Егерсдорф çывăхĕнче пруссене çĕнтернĕ
Ноябрь 2024 |