Çак кунсенче Чăвашпотребсоюз правленийĕ Инстаграмра онлайн мелĕпе республикăри çăкăр-булка пĕçерекенсен професси ăсталăхне тĕрĕслес, вĕсен пултарулăхне ỹстерес тĕллевпе конкурс йĕркеленĕ. Унта потребительсен кооперацийĕн тытăмĕнчи 15 пекарня хутшăннă. Вăл шутра Патăрьел райповĕн «Союз» пĕрлешĕвĕ комиссие пысăк сортлă тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăра сĕннĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ăстасен аллинчен пиçсе тухакан кăпăшка шурă кулачăна тỹре членĕсем лайăх хак панă: виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Ноябрь 2024 |