ПРАВОСЛАВИ тĕнне тытса пыракансем августăн 14-мĕшĕнче Пыл сăпасне паллă турĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе уявра çынсем чиркỹре пыла сăвапларĕç, ăна çемьепе, çывăх çынсемпе астиврĕç. Çак кунтан Успени типпи пуçланчĕ. Вăл икĕ эрнене тăсăлать.
Августăн 19-мĕшĕнче Панулми, 29-мĕшĕнче Мăйăр сăпасĕсене уявлăпăр. Пыл сăпасĕ иртсен вара шыв тата ытларах сивĕнет, теççĕ. Çавăнпа та кỹлĕ хĕррине каякансен малашне шыва кĕрсе теветкеленмелле мар.
Ноябрь 2024 |