Çумăрсем пуçланнăран вырма ĕçĕсем вăхăтлăха чарăнчĕç, çанталăк лайăхлансанах техника ĕçе пуçăнма хатĕр. Пĕтĕмĕшле илсен районта августăн 17-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7260 гектартан е мĕн пур лаптăкăн 40,4 процентне пуçтарса кĕртнĕ. 23900 тонна тĕшĕленĕ.
Кĕрхи тулă ани - 2837 гектар, çурхи туллăн 162 гектар пушаннă. Вăтам тухăç пĕр гектартан 34 центнерпа танлашать. Районта çĕр улми те кăларма пикеннĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» анине пĕрремĕш Н. Шрша фермер хуçалăхĕнче тухнă. Хальхи вăхăта тăватă гектарта ĕçе вĕçленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 160 центнерпа танлашать.
Кĕрхи культурăсене акма çĕр «Батыревский», «Исток», «Красное Знамя», «Малалла», «Первомайск», «Труд», «Хастар», «Корма», «Барс», «Кзыл-Камыш» хуçалăхсенче, «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Патăрьел беконĕ» филиалĕнче, Р. Мансуров, Ф. Чабатов фермер хуçалăхĕсенче хатĕрлеме пуçăннă. Ĕнерхи куна 2435 гектар (кирлинчен 44,6 процент) сухаланă.
Кĕрхи çĕртме 1500 гектар тунă.
Ноябрь 2024 |