Ача садне çỹрекен çитĕнекен ăрупа тĕрлĕ проект пурнăçа кĕртетпĕр. Темăсем тупма йывăрах та мар. Ĕç хатĕрĕсем те алă айĕнчех. Ку хутĕнче «Эпир _ тĕпчевçĕсем» темăна илтĕмĕр. Маларахри кунсенче «Çĕнĕлĕхсемпе тĕпчевсен кунĕ», «Хăватлă иккен çил», «Хăйăр çинчи тĕлĕнтермĕшсем», «Кам ĕçлеме ỹркенмест, унăн пỹлми кĕркунне тулать», «Илĕртỹллĕ супăнь хăмписем» вăйăсем йĕркеленĕччĕ. «Хĕвел, сывлăш, шыв - пирĕн çывăх туссем» калаçу пуçарнăччĕ. «Курăнман сывлăш» интереслĕ пулчĕ. Хăйăр купи çинчи сăнавсем те кăмăла кайрĕç. «Пирĕн таврари тĕнче епле кăсăклă» тема та ачасене шухăша ячĕ. Ỹсен тăран, йывăçсен, пахча çимĕç тĕпчевĕсене ирттертĕмĕр. Вĕçекен кайăксен сас-чĕвĕ, юрри тыткăна илет тата ытти те.
Сахал мар çĕннине пĕлчĕç ачасем.
В. ИЛЮТКИНА, Патăрьелĕнчи «Василек» ача садĕнчи аслă воспитатель
Ноябрь 2024 |