МОШЕННИКСЕМ хăйсен пайтишĕн çынсене темĕнле мăшкăл та кăтартма пултараççĕ. Вăл шутра ултавлă укçа купюрине çаврăнăша кĕртсе услам тăвакансем те сахал мар. Акă, Чăваш Енре кăçалхи иккĕмĕш кварталта çакнашкал 36 тĕслĕхе шута илнĕ. Вăл шутра 5 пинлĕхххисем 23, пĕр пин тенкĕлĕх хут укçасем 10 штук тупăннă. Унсăр пуçне тавар туяннă чухне 100, 500, 2000 тенкĕлĕх суя укçасене те асăрханă. Усал шухăшлă çынсем хăйсен «производствине» малалла та ĕçлеттерме пултараççĕ. Çавăнпа та уйрăмах хальхи вăхăтра пахча çимĕç, улма-çырла сутнă е туяннă чухне укçасене лайăх тинкерсе пăхса илмелле.
Ноябрь 2024 |