Тĕллев пурнăçланчĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 25.08.2020, 11:07 Просмотров: 494

 Çĕрпỹ районĕнчи Анатри Шурçырма ялĕ... Кун пек ялсем Чăваш Енре пин çурă ытла. Вĕсенче, тĕслĕхрен, Надежда Романован пекки, вуншар пин çемье пурăнать. Вĕсен ăнăçлăхĕнчен ял шăпи килет: ял урамĕсенче хаваслă ачасен сасси янăрĕ е пурăнман пушă çуртсенче тискер çил улани илтĕнĕ.

Эпир Анатри Шурçырмана эрнекун ирех çитрĕмĕр. Романовсен çуртĕнче ĕç вĕресе кăна тăратчĕ: ачасем урай çăватчĕç, кил картине тирпейлетчĕç, тĕпелте вара вĕсен амăшĕ Надежда Геронтьевна тăрмашатчĕ.

Палăртнă тăрăх, «субботнике» Шупашкартан журналистсем килнипе пуçăнман, ăна урăх пулăма пула йĕркеленĕ.

- Ыран пирĕн туй. Кун пек лару-тăрушăн пире каçарăр, - айăпне сирме хăтланнă пек калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.- Аслă хĕрĕмĕре качча паратпăр.

Надежда Геронтьевна 45 çулта. Анчах та унăн сăн-питне, кĕлеткине пăхсан, çав çулта тесе калаймăн. Вăл çичĕ ача амăшĕ пулнине пĕлсен вара «Хĕрарăм çул-ỹсĕмне çулсем мар, çемье телейĕ витĕм кỹрет» текен халăх каларăшĕ тĕрĕссине тепĕр хут ĕненетĕн.

- Эпĕ кунтах, Анатри Шурçырмара, çуралнă, - каласа парать Надежда Геронтьевна. - Пулас мăшăрăмпа пĕр класра вĕреннĕ. Çемье çавăрсан кунта, атте килне, пурăнма куçрăмăр.

Хамăр планетăн климат историне пăр витĕмĕн касăкĕ тăрăх климатологсем мĕнле пĕлеççĕ, çапла пỹрт çумне тунă хушма çуртпа кил хушшинчи хуралтăсем тăрăх Романовсен çемйин аталанăвне пĕлме пулать - ача хушăнса пынă май çурт та пысăкланса пынă.

- Паллах, кил тĕлĕшпе ытларах ĕç тăвас килет, _ пăшăрханать Надежда Геронтьевна.

- Анчах та вăхăчĕ те çук, укçи те çитсе пымарĕ. Анчах та халĕ пирĕн шанчăк çуралчĕ - эпир Чăваш Ен Правительствин чăн пулăшăвне туйма пуçларăмăр, куншăн эпĕ Олег Алексеевич Николаева тав тăватăп.

Ку пулăшу витĕмлĕхне Надежда Геронтьевна хут çинче палăртса ăнлантарчĕ.

- Пĕррĕмĕшĕнчен, амăшĕн капиталĕ. Эпир икĕ сертификат илтĕмĕр. Укçине ним çине те тăкакламан. Вĕсене эпир тĕкĕнмен. Вĕсемшĕн эпир лăпкă, мĕншĕн тесен укçа индексациленет, урăхла каласан, йỹнелмест. Улттăмĕш ача çуралсан эпир 100 пин тенкĕпе танлашакан республикăн амăшĕн капиталне тивĕçрĕмĕр. Ăна кашни çын пуçне тивĕçекен вăтам тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртмен çемьесене параççĕ. Иртнĕ эрнере райсобесран шăнкăравларĕç, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне эпир унпа усă курман пулсан республикăн амăшĕн капиталĕн виçи 150 пин тенкĕ таран ỹсессе пĕлтерчĕç. Эппин, пирĕн çемье шăпах çак суммăна тивĕçĕ.

- Малалла кайăпăр, - тăсрĕ калаçăва кил хуçи хĕрарăмĕ. - Коронавирус эпидемине пула федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн 16 çул тултарман кашни ачашăн 10 пин тенкĕ пачĕç. Эпир июнь, июль уйăхĕсемшĕн ултă ачашăн пĕтĕмпе 120 пин тенкĕ илтĕмĕр. Кунсăр пуçне кăçал «Патшалăх пулăшăвĕсем» портал урлă райсобеса 3-7 çулхи кашни ачашăн 4770 тенкĕпе танлашакан тỹлеве тивĕçме заявлени çыртăм. Вĕсем ман иккĕн. Çапла майпа эпир уйăхсерен тата 10 пин тенкĕне яхăн илетпĕр. Малтан çичĕ ачашăн эпир, нумай ачаллă çемье пек, уйăхсерен 6 пин те 100 тенкĕ илеттĕмĕр, халĕ - 6137 тенкĕ, анчах та ултă ачашăн, мĕншĕн тесен аслă хĕрĕмĕр 18 çултан иртрĕ, тата асăннă 10 пин тенке хушмалла.

Финанс пулăшăвĕнчен майĕпен социаллă тỹлев ыйтăвĕсем патне куçрăмăр.

- Кăçалхи апрель уйăхĕнчен нумай ачаллă çемьесене тепĕр социаллă пулăшупа тивĕçтересси пурнăçланма тытăнчĕ, - каласа парать Надежда Геронтьевна. - Çемьере 18 çул тултарман ачасем пур-тăк, социаллă контракт тăваççĕ. Унпа килĕшỹллĕн патшалăх уйăхсерен çемье валли кирлĕ апат-çимĕç, сĕтел-пукан, тумтир тата ытти япаласем туянма 10 пин тенкĕпе танлашакан компенсаци уйăрать. Кашни туяннă таваршăн касса чекĕпе отчет памалла. Пĕтĕмпе çемье валли эпир уйăхсерен 26 пин тенке тивĕçетпĕр. Çакă пирĕншĕн питĕ лайăх пулăшу пулса тăрать.

- Анчах та Олег Алексеевич пире валли тата тепĕр кĕтмен савăнăç хатĕрленĕ, - йăл кулать Надежда Геронтьевна. - Кăçал сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене, енчен те вĕсенче шкулта вĕренекенсем пулсан, кашни вĕренекеншĕн пĕр хутчен пилĕкшер пин тенкĕ парĕç. Манăн пилĕк ача шкула çỹрет. Çапла вара пирĕн çемье бюджечĕ тата 25 пин тенкĕпе пуянланĕ.

Надежда Геронтьевна нумай ачаллă çемьесен социаллă пулăшăвĕн теми çине анлăрах пăхать, финанс пулăшăвĕн чиккисемпе çеç лăпланмасть.

- Паллах, мана никам та хушман, анчах та ман пур нумай ачаллă амăшĕсен ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева кун пек пулăшушăн тав сăмахĕ калас килет, - тет вăл.

-_ Пирĕншĕн кашни пус шутра пулсан та, кунта ĕç укçа-тенкĕ пирки те мар. Финанс ыйтăвĕсем патĕнчен аяккарах пăрăнар-ха. Вăрттăнлăх мар, чылай çемьере пĕр е икĕ ача кăна ỹсет. Кун пекки ялсенче те палăрать. Малтан çапла пулман. Сăлтавсенчен пĕри - укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх пулни. Халĕ вара лару-тăру улшăнма пуçларĕ. Йывăрлăхсем, паллах, пур, анчах та вĕсене пĕтерме тăрăшаççĕ, пирĕн районта çакă палăрать. Кун пек ỹкерчĕк пĕтĕм Чăваш Енĕпех тесе шухăшлатăп. Чи кирли, çынсен шанăç çуралчĕ. Манăн та çаплах. Эпĕ паян аслă хĕрĕн, Регинăн, туйне савăк кăмăл-туйăмпа хатĕрленетĕп. Вăл Çĕрпỹри агротехникума хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерчĕ. Çакăн пек техникумранах, анчах та Вăрнарта, кĕрỹ вĕренсе тухрĕ. Вăл çак районти Кĕçĕн Кипек ялĕнче пурăнать. Çамрăксем хулана пурăнма каяс шухăшлă мар. Вĕсем шăпах Кĕçĕн Кипекрех тĕпленесшĕн. Çамрăксем те, пирĕн çемье пекех, ачасем пулсан çакăн пек пулăшăва тивĕçессе шанатăп. Апла пулсан, унта та, кун пек çемьесене пула ял аталанма пуçлĕ. Çакă питĕ лайăх!

Надежда Геронтьевна тăван яла та тимлĕх уйăрать. Вăл, Çĕрпỹ районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕн депутачĕ тата нумай ачаллă амăшĕ пулнă май, хăйĕн тата ытти ачасен малашлăхĕ пирки шухăшлать. Çавна май хăйĕн йĕри-тавра чурăс мар ял çыннисене пĕрлештерме пултарнă вăл.

Анатришурçырмасем кам та пулин пулăшасса кĕтсе лармаççĕ, чылай ыйтăва хăйсен вăйĕпе татаççĕ. Çапла вĕсем пĕрлехи вăйпа урама вак чул сарма пултарнă, шывпа тивĕçтермелли тытăма йĕркене кĕртнĕ.

Романовсен çемйи патшалăх пулăшăвĕшĕн кăна савăнмасть, ыррине хăйсен ĕçĕпе туса илме тăрăшать. Мăшăрĕ Валерий - пултаруллă механизатор. Халĕ те, малтанхи çулсем пекех, ăна Тутарстана тыр-пул пуçтарма чĕннĕ. Унта вăл хăйĕн 10-мĕш класра вĕренекен Дима ывăлĕпе тухса кайнă.

Надежда Геронтьевна хăй те икĕ ĕçре тăрăшать: лавккара тата почта уйрăмĕнче. Лавкка ялта вырнаçнă пулсан, хаçатсем патне Патăрьел салине кайма тивет. Унта вара тăватă километр утмалла.

- Çул çинче мĕн кăна пулмасть пулĕ!- кулать Надежда Геронтьевна. - Юрă та юрлатăн. Е çамрăклăха аса илетĕн. Почта патне çитсенех смартфон çине: «10 пин утăм. Тĕллеве пурнăçланă»,- тесе пĕлтерỹ килет. Паллах, ачасене, вĕсен воспитанине ытларах тимлĕх уйăрас килет. Анчах та çемьен укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх ан пултăр тесен яланах ĕçлемелле пулнă. Халĕ вара пире, нумай ачаллă çемьесене, патшалăх çакăн пек пулăшу панă май, ĕмĕтĕм тинех пурнăçа кĕрет тесе шухăшлатăп.

Алексей КРЯЖИНОВ

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика