Пĕр тăван Красновсем - ăмăрту çĕнтерỹçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2020, 15:11 Просмотров: 371

Нумаях пулмасть пирĕн ентешĕмĕр, Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулĕн директорĕ Валерий Краснов тытса пыракан Зов Предков ăйăрĕ Мускаври Тĕп ипподромра юрха лашасем хушшинче чупса Раççейри тĕп приза - Мускаври Пысăк Дербие -çĕнсе илнĕччĕ. Иртнĕ шăматкун вара Валерий Егорович Ульяновскри Пысăк Дербин (4 çултан кĕçĕнрех лашасем) тĕп призне илме тивĕçнĕ, ипподром рекордне çĕнетнĕ. Çĕнтерỹçĕ пĕрремĕш çаврăмрах старта пĕрле тăнисене хыçа хăварнă.

Унăн пиччĕшĕ Алексей Краснов вара çак ăмăртура Победитель урхамахĕпе элитăсем (4 çултан аслăрах лашасем) хушшинче финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Пĕр тăван спортсменсем çулсеренех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, республика, унăн тулашĕнче иртекен чупусене те хастар хутшăнаççĕ, парнесене çĕнсе илеççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика