Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă май район пуçлăхĕпе Михаил Петровпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулчĕ. Çавăн пекех Вячеслав Аркадьевич райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлура Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программине сỹтсе явнă çĕре хутшăнчĕ, Патăрьел районĕн малашлăх тĕллевĕсемпе паллашрĕ.
Тĕл пулу вăхăтĕнчех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи ял территорийĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ.
А. Николаева
Х Х Х
Августăн 25-мĕшĕнче районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçи начальникĕ Константин Викторов пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, ял хуçалăхĕ, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Виктор Львовпа тата районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин коллективĕпе республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине малашлăхри пилĕк çулта аталантармалли комплекслă программăна сỹтсе яврĕ.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ Петр Ефимов ветеринари сферинче халиччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех Шупашкар хăни ветеринари службинче ĕçлекенсене çывхарса килекен професси уявĕпе саламларĕ, хăйсене шаннă тивĕçе чун-чĕререн пурнăçлакансене Хисеп, Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Юлашкинчен Константин Викторов "Исток" çĕр ĕç фирмин ĕне-выльăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
О. Павлова