Йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасене шкул тумĕ парнеленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.09.2020, 10:50 Просмотров: 1006

"АЧАЛĂХ ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса 2020 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи организаци-предприяти, учреждени коллективĕсем, уйрăм хастарсем 152 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Çак кĕмĕле районти вĕрентỹ учрежденисенчи пурлăх базине тĕреклетме, йывăр шăпаллă, нумай ачаллă çемьесене пулăшма, сусăр ачасен сывлăхне çирĕплетме яраççĕ. Çулсеренех ыр кăмăллăх марафонĕ вăхăтĕнче пуçтарăннă укçа-тенкĕпе çăмăл мар лару-тăрура пурăнакан çемьесенчи ачасене шкул тумĕ туянса парасси те ырă йăлана кĕчĕ. Акă, çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова тата районти социаллă хỹтлĕх центрĕн çемье ыйтăвĕпе тимлекен пай специалисчĕсем çул çитмен 25 ачана (70 пинлĕх) шкул тумĕ парнеленĕ, вĕренỹ çулне лайăх ирттерме ăнăçу суннă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика