Йăлана кĕнĕ учительсен конференцийĕ кăçал августăн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче "Ачана воспитани парасси тата аталантарасси- нацин стратегиллĕ тĕллевĕ" темăпа иртрĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççей Федерацийĕн наука тата халăх вĕрентĕвĕн профсоюз организацийĕн Чăваш Республикинчи председателĕ Зинаида Степанова хутшăнчĕç.
Конференцие килекенсене урамра Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче ỹкерес ăсталăха туптакансем кĕтсе илчĕç. Кашнийĕ пулас художниксен ĕçĕпе паллашма пултарчĕ. Сăмах май, шăпах çак уйрăмри 63 выпускник район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен пĕлỹ çуртĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнине çирĕплетекен свидетельствăна илме тивĕçрĕç. Конференцие муниципалитет ертỹçи Р. Селиванов уçрĕ. Рудольф Васильевич сăмах илнĕ май педагогсене ăшшăн саламларĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, килĕшỹ сунчĕ.
Çамрăк ăру пурнăçпа тан утма пултартăр, тарăн пĕлỹ илтĕр тесе районта та сахал мар тăрăшаççĕ. Район бюджечĕн пысăк пайĕ - 60 проценчĕ - шăпах вĕрентĕве аталантарма каять. Юхмапа Пăла тăрăхĕн 2025 çулччехи комплекслă программинче те вĕренỹ системине пысăк тимлĕх нумай уйăрнă. 12 ял тăрăхĕнче 24 проекта пурнăçа кĕртмелле: Шăнкăртамри пĕрремĕш шкул çумне хушма çурт тăвасси, Хирти Пикшикри шкула тĕплĕ юсасси, "Олимп" стадиона çĕнетесси тата ытти те.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе, кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе, тĕллевсемпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова паллаштарчĕ.
Кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнче парта хушшине 4185 вĕренекен ларать, вĕсенчен 422-шĕ пĕрремĕш класа каять.
2019-2020 вĕренỹ çулĕ учительсемшĕн те, ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те çăмăлах пулмарĕ. Дистанци мелĕпе вĕреннĕ вăхăтра çитĕнекен ăру тивĕçлĕ пĕлỹ илтĕр тесе педагогсем кĕске тапхăрта вĕрентĕвĕн çĕнĕ тытăмĕ çине куçрĕç. Онлайн режимпа уроксем ирттерчĕç, "Вконтакте", "WhatsApp" социаллă сетьсемпе усă курчĕç. Тĕпрен илсен вĕренỹ тытăмĕ лартнă тĕллевсене пурнăçланă.
Шкулăн тĕп тĕллевĕ - ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парасси. 2020 çулхи пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ мĕн кăтартрĕ-ха? Профиллĕ математикăпа, информатикăпа экзаменсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлеменрен йывăрлăхсем пулнă.
Кăçал районти 65 выпускник "Вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн" медальпе вĕренсе тухнă, ку иртнĕ çулхинчен 30 ытларах. Савăнмалла пек, анчах вĕсенчен 10-шĕ экзаменра 50ран та каярах балл пухнă. Çакă шкулсенче тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тата йышăну тума хистет.
Ачасене пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илме пулăшасси вĕрентỹ процесĕнче пысăк вырăн йышăнать. "Кашни ачан ỹсĕмĕ" проектра вĕренекенсем валли "ПроеКТОриЯ" порталта тата "Пуласлăх билечĕ" проектра Пĕтĕм Раççейри уçă уроксем йĕркеленĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 7-10 класра вĕренекенсем "Пуласлăх билечĕ" проектра ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. Вĕренекенсем хăйсем суйласа илнĕ профессипе тĕплĕнрех паллашма пултарĕç. В
ĕренекенсене пĕлỹ тĕнчине кăçал 489 педагог илсе кĕрет, вĕсенчен 31,7 проценчĕ- аслă категориллĕ (2019 çулта- 30,6 процент). Учительсен вăтам çулĕ 47,1 çулпа танлашать. Педагогикăра 20 çул ытла стаж пухнисем ытларах. Вĕрентекенсенчен 11,2 проценчĕ çеç виçĕ çул вăй хурать. Кăçал района тăватă çамрăк специалист кăна килнĕ, ку питĕ сахал! Вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен кадр ыйтăвĕпе çине тăрса тăрăшмаллине палăртса хăварчĕ И. Рубцова.
Пултаруллă, анлă тавракурăмлă ачасемпе ĕçлесси те яланах тĕп вырăнта тăнă. 2019-2020 вĕренỹ çулĕнче районти вĕренекенсем тĕрлĕ шайри олимпиадăра призлă 43 вырăн çĕнсе илнĕ. Çулленех вĕренекенсене физкультурăпа Пĕтĕм Раççейри регионти тапхăра хатĕрлекен Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Аслă Чементи вăтам шкулти физкультурăпа ОБЖ учителĕсене (В. Матюшкин, Ю. Краснов, Ю. Васюткин, В. Солдатов, П. Макаров) тав самахĕ каламалла. Кăçал 13 çĕнтерỹçĕ. Тĕрлĕ шайри конкурсра малти вырăнсене йышăнас тесен ачасемпе сентябрь уйăхĕнчех пĕрле лармалла, кашнийĕшĕн валли уйрăм план хатĕрлемелле.
Шкул саккинче чухнех ачана хăйне уйрăм çын пек тупма пулăшмалла. Çакна валли пĕлỹ çурчĕсенче воспитани парассипе интереслĕ çĕнĕ программăсем пур, шăпах вĕсем пурнăçа кĕрсе кайма пулăшаççĕ.
Кăçалхи çуркунне çĕршывара "Пысăк тăхтав" конкурс пуçланчĕ. Вăл 8-10 классенче ăс пухакан ачасене аталанма, вĕренме май парать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ -çул çитмен çамрăксене хăйсене палăртма, вăйлă енĕсене тупма май парасси. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10 класри В. Тинюкова çурма финала çитнĕ, халĕ проекта Чулхулара хỹтĕлеме хатĕрленет.
Учительсен професси ăсталăхне ỹстерессишĕн те комплекслă тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. 2020 çулта районта "Çулталăк учителĕ" ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта математика вĕрентекен Г. Азмукова, "Чи лайăх класс ертỹçи" ята республикăра А. Михайлова тивĕçрĕç. Патăрьелĕнчи "Тĕп" ача садĕнчи музыка ертỹçи Л. Басырова "Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ - 2020" конкурсра çĕнтернĕ.
Ачасене тĕрĕс воспитани парас тесен физкультурăпа, спортпа туслаштармалла. Вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетме спортзалсем, спорт лаптăкĕсем, ятарлă кружоксемпе секцисем, ача-пăча спорт шкулĕ пур. Уроксем хыççăн тĕрлĕ спартакиада иртет.
Вĕренỹ учрежденийĕсенче шкулти спорт клубĕсен шучĕ те ỹссех пырать. Хальхи вăхăтра вĕсем виççĕ: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш ("Триумф-Батыр"), иккĕмĕш ("Успех") тата Шăнкăртамри пĕрремĕш (Лидер") вăтам шкулсенче.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май шкулсемпе ача садне çỹрекенсем те тĕрлĕ акцие- "Çĕнтерỹ чỹречи", "Асăну çурти", Килĕшỹ кăвакарчăнĕ", "Вилĕмсĕр полк" тата ытти те - хутшăнса палăрчĕç.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Çамрăк пограничниксем" уйрăмри кадетсем Пĕтĕм Раççейри Интернет-конкурсра мала тухнă. 8 классем зонăри "Георги балĕ" конкурсра призлă вырăна тивĕçнĕ.
Пандеми вăхăтĕнчи волонтерсен пулăшăвĕ нихăçанхинчен те ытларах кирлĕ пулчĕ. Пур вĕренỹ учрежденийĕнче те ырă кăмăллăхпа палăракансем çителĕклĕ. Пурĕ вара 50 команда, 1000 ытла çын. Уйрăммăн илсен Турханти врач офисĕн тухтăрĕ А. Кольцов йĕркеленĕ волонтерсен ушкăнĕ питĕ нумай ĕç турĕ.
Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех Раççейри шкул ачисен юхăмĕн членĕсем те хастар пулчĕç.
Шкулпа çемье килĕштерсе, пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен çеç ачасене тивĕçлĕ те тĕрĕс воспитани пама пулнине пĕрре мар аса илтерчĕ хăйĕн докладĕнче И. Рубцова.
Раççей Федерацийĕн наука тата халăх вĕрентĕвĕн профсоюз организацийĕн Чăваш Республикинчи председателĕ З. Степанова профсоюз ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăхри тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ.
Конференцинче тĕрлĕ шайри наградăна илекенсем йышлă пулчĕç. Çавăн пекех çĕнĕ вĕренỹ çулне кабинечĕсене тивĕçлĕ шайра хатĕрленĕ шкулсемпе ача сачĕсене те палăртрĕç. "Чи лайăх шкул - 2020" конкурсра призерсен шутне Пăлапуç Пашьелĕнчи тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул кĕнĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул тивĕçнĕ.
Паян шкулта вĕренекенсемшĕн пĕрремĕш шăнкăрав янăрать. 2020-2021 вĕренỹ çулĕ ыррине, лайăххине çеç илсе килтĕр. Учительсемпе ачасем пĕр чĕлхе тупса çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туччăр.
О. ПАВЛОВА