Депутатсем ĕçе пикенчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2020, 09:16 Просмотров: 553

Сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕ иртрĕ. Ĕнер, сентябрĕн 17-мĕшĕнче, районти депутатсен Пухăвĕн VII созыври çĕнĕ йышĕ пĕрремĕш ларăва пухăнчĕ.

Малтанах районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Наталья Емелина Чăваш Ен Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Вырăнти самоуправлени органĕсене 211 депутат суйланнă, вăл шутран районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем - 24-ăн. Наталья Васильевна халăх шанăçне тивĕçнĕ депутатсене саламланă май удостоверенисем пачĕ.

Ларура районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен йышĕнчен район пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕн ертỹçи кам пулассине те суйларĕç. Чи нумай сасă пухса Николай Тинюков çĕнтерчĕ. Унăн çумĕ пулма Иван Соловьева шанчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн çак кунсенче полномочи вăхăчĕ вĕçленчĕ. Рудольф Васильевич ларура юлашки 5 çулта районта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, килĕштерсе, пулăшса, çитменлĕхсене палăртса ĕçлесе пынăшăн пурне те тав турĕ.

Çĕнĕ ертỹçе суйличчен район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне - финанс пайĕн начальникне Светлана Черновăна шанчĕç.

Ларура районăн малашлăхĕпе çыхăннă тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, йышăну проекчĕсене çирĕплетрĕç.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика