Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ пулсан та хирти ĕçсем вĕçленмен-ха. Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹре сентябрĕн 15-мĕшĕнче куккурусран выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçланă.
- Ĕне-выльăх рационне пуянлатас, продукци ытларах илес тĕллевпе юлашки çулсенче куккурус акма пуçларăмăр. Кăçал вăл пирĕн хуçалăхра 175 гектар йышăнчĕ. Унран силос янтăлатпăр, - тесе пĕлтерет пĕрлешĕве чылай çул ертсе пыракан Петр Ялуков.
Хуçалăхра çĕр улми уйĕнче те ĕç вĕрет. "Иккĕмĕш çăкăра" 20 гектар ытларахран пухса кĕртнĕ, тухăç пĕр гектартан 210 центнерпа танлашать.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |