Сентябрьти ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2020, 09:24 Просмотров: 613

 Садра çак вăхăтра улма-çырла пухса кĕртмелле, йывăç-тĕме хĕл каçма хатĕрлемелле, тăпра пулăхлăхне лайăхлатмалла тата ытти те. Паллах, пулас тухăç никĕсне те хывмалла.

Сентябрьте хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан тĕммисене сайралатмалла. Сиенленнĕ хунавĕсене, турачĕсене касмалла. Чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен асăрханма хими хутăшĕпе сирпĕтмелле.

Ку вăхăтра çамрăк хунавсем лартмалла. Çак ĕçе йĕплĕ хурлăханпа хурлăханран тытăнмалла. Вĕсем тымар лайăх яраççĕ. Пысăк тухăç илес тесен хĕвел ỹкекен вырăн суйласа илмелле. Шăтăкне (40х60) 1-2 витре çĕрĕк тăпри е компост, 250-300 г суперфосфат, 50 г кали сульфачĕ, 1 стакан йывăç кĕлĕ хывмалла. Тин кăларнă тислĕк, азот удобренийĕ хывма юрамасть - тымарне çунтарать. Лартас умĕн хунава 5-6 сехет шывра тытмалла. Сиенленнĕ, чирлĕ турата касмалла.

Сентябрĕн çурринчен хăмла çырли, пилеш, кашкăр çырли лартма юрать. Уйăх вĕçĕнче улмуççи, груша лартма вăхăт. Слива, чие вара çуркуннеччен тăхтĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика