Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта пурăнакан тăватă хĕрарăм çĕр мăкăртса тухнăскере татас тесе вăрмана кайнă. Кăшт вăхăт иртсен хăйсем çухалнине сиснĕ. Çакăн хыççăн тỹрех çăлав службине кĕсье телефонĕпе 112 номерпе шăнкăравланă. Унтан хыпара вырăнти ял администрацине çитернĕ.
Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Юркина каласа панă тăрăх, вĕсем патне шăнкăрав кăнтăрла иртнĕ хыççăн килнĕ. Людмила Александровна хĕрĕпе пĕрле тỹрех çухалнă çынсене шырама тухса кайнă. Маларах телефонпа çыхăнса хĕрарăмсене вырăнтах тăма ыйтнă, шăнкăравласах тăнă.
Полицейскисем те шырава хутшăннă. Кăмпана кайнă çынсене тĕттĕмлениччен тупнă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |