Иртнине пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 22.09.2020, 10:29 Просмотров: 446

 "Бизнес-инкубатор" автономи учрежденийĕн акт залĕнче районти инвалидсен обществин отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне районти социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ Анисия Воробьева та хутшăнчĕ.

Сусăрсен обшествин районти организацийĕн председателĕ Георгий Кошкин 2015-2020 çулсенче тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Паянхи кун районта 3156 инвалид пурăнать. Вĕсенчен 412-шĕ пĕрлешỹ членĕ шутланса тăрать. Вĕсем общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, ыттисене хавхалантарса пыраççĕ.

Пĕрлешĕве ĕçе тивĕçлипе туса пыма районти социаллă хỹтлĕх центрĕпе пĕр сăмахра пулни те пулăшать. Унăн ертỹçи Анисия Воробьева инвалидсене пуурнăçри хастарлăхшăн, район пурнăçне явăçнăшăн тав турĕ.

Конференцинче тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн отчетне çирĕплетрĕç. Унăн çĕнĕ йышне суйларĕç. Инвалидсен обществин районти председателĕ пулма Александр Фролова суйларĕç. Тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн председателĕн ĕçне Николай Лепешкинах шанчĕç.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика