РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви органĕ 39 çулхи арçын РФ УКăн 109 статйин 1 пайĕпе (асăрханманлăхпа çын вилни) айăплă тесе йышăннă.
Следстви версийĕпе 2020 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче Именкассинчи фермер хуçалăхĕн территорийĕнче пĕр рабочи тракторпа çỹреме ирĕк паракан удостоверени çуккине пăхмасăрах руль умне ларнă, техникăна хускатнă чухне тепĕр рабочи çине кĕрсе кайнă, ăна трактор ăскăчĕпе (ковшпа) çурт çумне хĕстернĕ. Йывăр сурансене пула инкек куракан кăштах вăхăт иртсен вилнĕ.
Преступлени тăвакан пирки пуçтарнă материалсем, кăтартусем, свидетельсен кăтартăвĕсем, суд экспертизин пĕтĕмлетĕвĕ тата ытти те вăл айăплине çирĕплетсе панă.
Арçын пĕрремĕш хут суд сакки çине ларнине, тунă преступленишĕн ỹкĕннине, мораль тĕлĕшĕнчен кỹнĕ тăкаксене саплаштарнине шута илсе суд уголовлă ĕçе чарса лартнă, 40 пин тенкĕ штраф панă.
Т. ПРЫГУНОВА, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕ
Ноябрь 2024 |