Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.09.2020, 10:30 Просмотров: 442

Крым тата çывăхланĕ

Чăваш Ен ытти регионпа – кÿршĕсемпе кăна мар, инçетрисемпе те – тытакан туслă çыхăнусене яланах пысăка хунă. Республикăн çĕнĕ ертÿлĕхĕ те ырă йăлана тăсас тĕллевлине çирĕплетет. Унтан та ытларах – çав çыхăнусене çĕнĕ шая çĕклес тĕллевлĕ. Пирвайхи утăм кĕçех пулмалла – октябрь уйăхĕнче Крым Республикипе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусма  палăртнă.

Гуманитари институчĕ — 90 çулта

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн акт залĕнче Ăслăлăх канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна заведени 90 çул тултарнине халалланă. Ентеш ăсчахсене çавра кунпа саламлама кÿршĕ регионсенчен те — Тутарстанран, Мордва Республикинчен, Мари Элтан, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен — делегатсем килсе çитнĕ. Наци культурине, историне упраса-сарса пыракан учреждение юбилейпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин культура тата вĕрентÿ министрĕсем Роза Лизаковăпа Сергей Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертÿçи Вячеслав Рафинов, ытти сумлă хăна саламланă.

Çĕнĕ аппарат туяннă

Республикăн ача-пăча клиника больницинче çĕнĕ йышши МРТ (магнитлă-резонаслă томографи) аппарачĕ вырнаçтарнă. Халиччен кунашкалли Чăваш Енре пулман. Çавна май хăш-пĕр тĕпчевсене тума ачасене Мускава илсе çÿреме тивнĕ. Аппарата «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн укçи-тенкипе туяннă. Вăл тĕнче стандарчĕсене туллин тивĕçтерекенскер.

Пенсие тухиччен – çĕнĕ професси

ЧР Ĕçлев министерстви «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн 50 çулти тата аслăрах, çавăн пекех пенси умĕнхи ÿсĕмри граждансене хушма професси пĕлĕвĕ парассине йĕркелет. Проекта пурнăçа кĕртме республикăри 30 вĕрентÿ организацийĕпе килĕшÿ тунă, 80 ытла специальноçа, çак шутра бухгалтер, газорезчик, дизайнер, çĕвĕçĕ, электромонтер, флорист, повар, кондитер – вĕрентме программăсем хатĕрленĕ.

Вăкăрсен куравĕ

«Чувашское» обществăра ăратлă вăкăрсен куравĕ иртнĕ. Çулсерен иртекен мероприятие Чăваш Енри, Мари Элти ăратлăхпа ĕçлекен, ĕне ĕрчетекен хуçалăхсен ертÿçисем, специалисчĕсем хутшăннă. Вĕсене общество «голштин» хура-шурă ăратлă 9 вăкăрпа паллаштарнă. Вĕсемсĕр пуçне предприятире çĕнĕ ăратпа та ĕçлеме тытăннă. «Айршир» текенни хальлĕхе кунта сахалрах. Çапах курава хутшăннисене иккĕшне те кăтартнă.

10 тĕрлĕ номерпе укçа куçарса панă

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче республикăра пурăнакансем патне 8 «банк сотрудникĕ» шăнкăравланă. Çынсен карточкин реквизичĕсене ыйтса илсе 1 млн тенкĕ ытла вăрланă. Çынсем банка кайса е шăнкăравласа ыйтăва уçăмлатас вырăнне палламан çынсемпе калаçаççĕ, конфидициаллă  даннăйсене пĕлтереççĕ. Кунпа преступниксем усă кураççĕ те. Чи пысăк тăкака – 406 пин тенке – Çĕнĕ Шупашкарти 53-ри арçын тÿснĕ. Вăл ултавçăсене 10 тĕрлĕ номерпе укçа куçарса панă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика