ТЕХНИКА шучĕ çуллен нумайланни асăрханулăха ытларах та ытларах ỹстерме ыйтать. Шкула çỹрекен, урама выляма тухакан ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене тепĕр хут аса илтерсен те пăсăк мар. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕн те, учительсемпе ыттисен те пурнăçласан аван. Ыхра Çырминчи вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем Людмила Майкова библиотекарь пулăшнипе çул çинче мĕнле тытмалли йĕркепе паллашнă. Ятарлă мультфильм пăхнă хыççăн ыйтусене хуравланă. Викторина тупăшăвĕ ачасем çул-йĕр правилисене лайăх пĕлнине кăтартса панă.
Ноябрь 2024 |