Наци апатне тутанасчĕ, хăнасене сĕнесчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2020, 10:14 Просмотров: 244

СТАНИСЛАВ Убасси журналист чăваш апатне Шупашкарта тата Чăваш Енре тутанса пăхма май çукки пирки Фейсбукра çырнă. "Хăнасем наци апачĕ тутанса пăхасшăн. Вăл та наци палли. Музейсемпе палăксем çеç мар", - тет вăл.

Журналист шухăшĕ питĕ тĕрĕс. Районти кафе-столовăйĕнче те тĕрлĕ наци апатне те сĕнеççĕ: борщ, лагман, плов, роллы, пицца... Менюра хамăрăн вара çукпа пĕрех. Тĕслĕхрен, пур çĕрте те тенĕ пекех лапша яшкине тутанса пăхса май пур, çав вăхăтрах салма яшкине кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймастăн.

 Апатлану учрежденийĕсен ячĕсем те пĕринчен тепри илĕртỹллĕрех, анчах вĕсенчен пĕри çеç чăвашла янăрать - "Салам". Пирĕн кỹршĕрен, Тутар Республикинчен, тĕслĕх илсен аван пулмалла. Унта хăвна чăннипех те тутар çĕрĕпе утнине туятăн. Эпир вара хамăр те Европăра, те Чăваш Енре пурăнатпăр, кафе-столовăй ячĕсене пăхсан калама йывăртарах.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика