Чăваш Енри ĕç тăвакан власть органĕсен ертÿçисем халăха йышăнма пуçланă. Вĕсем патне лекес тесен маларах çырăнмалла.
Октябрĕн 12-мĕшĕнче республикăн сывлăх сыхлав.н министрĕ Владимир Степанов, 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов, 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова йышăнĕ.
Маларах 39-36-43, 64-20-09, 62-34-53 телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла. Йышăнăва Шупашкарти Республика лапамĕнчи 2-мĕш çуртри 105-мĕш пÿлĕме каймалла. Палăртнă кунсенче çынсене 16 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнĕç.
А. Иванова
Ноябрь 2024 |