Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма конкурс витĕр тухмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 09.10.2020, 11:50 Просмотров: 511

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕ иртнĕренпе пĕр уйăх çитет. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат страницинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен мандачĕсем камсене тивĕçнипе паллаштарнăччĕ. Халăх хăйсем шанакан, вырăнсенче ырă улшăну тума пултаракан хастарсене суйласа илчĕ. Çывăх вăхăтра вара ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен "лавне" малалла кам туртасси те паллă пулĕ. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕсенче конкурс иртмелле. Кун пирки кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Черновăпа курса калаçрĕ.

- Светлана Алексеевна, чăн малтанах çакна ыйтас килет: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене палăртмалли конкурс пирĕн районти кашни поселенинчех иртет-и?

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 19 ял тăрăхĕнчен 17-шĕнче конкурс процедурисем иртмелле. Кзыл Чишмапа (пуçлăхĕ Раил Камалов) Первомайски (Владимир Федоров) ял тăрăхĕсенче 2021 çулта çеç (вĕсене кĕске срока - 2 çуллăха лартнă) çакнашкал йĕркепе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене палăртĕç. Конкурссем ытти ял тăрăхĕсенче çак уйăхра иртмелле.

Çакна та палăртса хăвармалла. Конкурс виçĕ тапхăрпа иртет. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче пĕрремĕш йĕркелỹ ларăвĕсем пулчĕç. Ун чухне депутатсен Пухăвĕн председательне, çумне, секретарьне суйларĕç. Иккĕмĕш ларура конкурс комиссийĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсен докуменчĕсене тĕрĕслет, конкурса собеседовани мелĕпе хутшăнма ирĕк парать. Юлашкинчен вара депутатсен ушкăнĕ темиçе кандидатран пĕрне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма суйласа илет.

- Унчченхи йĕркепе танлаштарсан конкурс процедури ансат мар. Çапах та çак тупăшăва камсем хутшăнма пултараççĕ-ха?

- Çапла, 2015 çултанпа ял пуçлăхĕсене çакнашкал меслетпе суйлатпăр. Маларах вара вĕсене темиçе кандидатран суйлавра халăх суйласа илнĕ. Конкурса ял тăрăхĕн пурнăçĕпе, халăхăн ырă малашлăхĕпе кăсăкланакан, вырăнта пархатарлă улшăну, хăтлăх тума пултаракан кирек кам та хутшăнма пултарать. Паллах, çак кандидатăн хăйĕнпе, унăн çемйипе çыхăннă "хура" ĕç пулмалла мар.

 - Светлана Алексеевна, документсене хатĕрлесе тăратас йĕрке пирки кашни ял поселенийĕн сайтĕнчех хыпар вырнаçтарнă. Унпа пурин те тĕплĕн паллашма пулать. Çапах та хăвăртан тата мĕн хушса калама пултаратăр?

 - Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулас текенсен кирлĕ документсене тĕрĕс тата палăртнă кун тĕлне тăратасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене пурне те йĕркене çирĕп пăхăнса хатĕрлемелле. Конкурс комиссийĕ те кандидатсем кирлĕ документсене тĕрĕс те туллин пуçтарнине, мĕнле хатĕрленине пысăк тимлĕх уйăрĕ. Пĕр хучĕ юрăхсăр е çитмест пулсан конкурса хутшăнма чăрмав пулĕ.

 - Тавах сире калаçушăн, Светлана Алексеевна.

- Хамăр енчен эпир ытти çынсем пекех конкурсра ял тăрăхĕсене аталантарас, вырăнти инфратытăма çĕнетес, халăхăн пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе кăмăлтан тата хавхаланса ĕçлекен çынсем çĕнтерессе шанатпăр.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика