Арçынсен те уяв кунĕ пур

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2020, 13:34 Просмотров: 524

Пирĕн истори кăткăс. Вăхăт иртнĕçемĕн кирек мĕнле пулăма та тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Тăван çĕршыва сыхлакансен кунне тахçанах халăх хисеплесе килĕштерет. Маларах çак уяв ячĕсем тĕрлĕрен пулнă: "Хĕрлĕ çар кунĕ", "Совет çарĕн кунĕ", "Совет çарĕн тата Тинĕс çар флочĕн кунĕ". 2000 çултан пуçласа ноябрĕн 1-мĕш шăматкунĕнче

Арçынсен кунне паллă тума пуçларĕç. Арçынсен сывлăхне сиен кỹ- рекен витĕмлĕ сăлтав сахал мар. Табак туртатăн - сывлăха пĕтеретĕн. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пĕлтернинчен çакă курăнать: экономика вăйлă аталаннă çĕршывсенче çурри ытла арçынсем, хĕрарăмсенчен чĕрĕкĕ чикаркка туртаççĕ. Туртни хумхануллă саманта лăплантарать тесе шутлаççĕ арçынсем. Хĕрарăмсем "модăна" пăхса çăвара хыпаççĕ. Çамрăк ачасем çитĕннĕ пек туйса туртаççĕ.

Чылайранпа пыракан йĕркесĕр йăла-йĕркепе арçынсем тăтăшрах эрех ĕçеççĕ. Алкоголь вара çынлăхран кăларать.

194 - 1945 тата ун хыççăнхи çулсем калама çук йывăр пулчĕç. Лару-тăру ялсенче тата та хавшакрах. Промышленноçра ĕçлекенсем гарантиллĕ паек илнĕ пулсан, колхозра çитĕнтернĕ продукцие пĕтĕмпех патшалăха панă.. Выçлăх, налуксем колхозниксене çĕр çумне çыхăнтарнă. Астăватăп-ха, Тăван çĕршыва сыхласа фронтран таврăннă арçынсем çуркунне хиртен хĕл каçнă çĕрулми крахмалĕсене пуçтарнине. Пирĕн касри П. Красновăн хăрах ури, теприн лаппи çукчĕ. Петя тете сĕтел-пукан ăстиччĕ. Ача-пăчана килĕ- шекен юмахсем каласа паратчĕ. К. Михеев та хăрах урасăр таврăнчĕ. Ăста платникчĕ. Ялта çурт-йĕр çавăрнисенчен вăл пулăшман çемье çук та пулĕ.

В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика