ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансемшĕн ноябрĕн 7-мĕшĕнче ку тĕнчерен куçнă тăванăмăрсене асра тытса вĕсен канлĕхĕшĕн кĕл тумалли шăматкун пулчĕ. Çак кунхине çынсем вилнисене асăнса чиркỹсенче çуртасем лартрĕç. Аса илтеретпĕр: Дмитрий Солунский кнеç ячĕпе иртекен шăматкунхи асăну кунĕ Куликов хирĕнчи çапăçупа çыхăннă. Çивĕч кĕрешỹри çĕнтерỹ хыççăн Дмитрий Донской православи чиркĕвне вăрçăра вилнĕ христиансене асăнса кĕл тума сĕннĕ. Священниксем çакăнпа килĕшнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вырăс çĕрĕшĕн çапăçса пуç хунă ытти паттăрсен ячĕпе те кĕл тума тытăннă. Çак йăла паянхи кунчченех пырать.
Ноябрь 2024 |