УРАМРА хура кĕркунне пулин те хĕл кунĕсем çывхарса пыни те сисĕнме пуçларĕ. Малтанхи юр паллисем çакнах çирĕплетеççĕ. Ирхине тата каçхине çанталăк сивĕтет, çул та пăрлакланать. Çавăнпа та çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса тата инкек-синкекрен асăрханса водительсен çуллахи кустăрмасене хĕллехипе улăштармалла. Унсăрăн никамăн та инçе çула тухмалла мар. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев çул-йĕр правилисене пурин те çирĕп пăхăнмаллине, çав вăхăтрах хĕллехи резина лартмалли пирки тепĕр хут аса илтерет. Çанталăк улшăннă вăхăтра çак сăлтавпа тăтăшах аварисен шучĕ йышланнине шута илесчĕ.