Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхне Мускавран ырă хыпар çитрĕ. Патăрьел район администрацийĕ "Ылтăн кĕркунне - 2020" ял хуçалăх куравĕнче "Ял территорийĕсене комплекслă аталантарас ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн" конкурсăн "Ял территорийĕсене муниципаллă районсем хушшинче аталантарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕшĕн" номинацире кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă: Раççей шайĕнчи куравра район администрацийĕ çак чыса пĕрре мар тивĕçнĕ, 2018 тата 2019 çулсенче ылтăн медальпе хакланăччĕ унăн ĕçне.
А. ИЛЬИН