Икĕ эрне каялла, октябрĕн 29-мĕшĕнче, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕн малашлăхĕшĕн сасăларĕç, виçĕ кандидатран район "тилхепине" тепĕр хутчен Рудольф Селиванова шанса пачĕç. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ Рудольф Васильевичпа тĕл пулса район аталанăвĕпе, пуласлăхĕпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтăва хускатрĕ.
- Рудольф Васильевич, эсир иккĕмĕш хут çăмăл мар "лав" умне тăтăр. Сире депутатсем виçĕ кандидатран район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма суйларĕç. Çак çĕнтерỹ чĕрере чăн малтанах мĕнле туйăм çуратрĕ-ши?
- Тỹрех калатăп: питĕ пысăк яваплăх, ĕçри çитменлĕхсене пĕтерсе пырса малалла та халăх ырлăхĕшĕн, ялти хăтлă пурнăçшăн чун-чĕререн тăрăшма, шанăçа тỹрре кăларма хистекен пысăк туйăм. Анчах та ваттисем калашле, пĕччен сурнипех кỹлĕ тăваймăн. Пĕрле чухне çеç эпир вăйлă, шанчăклă, ырă улшăну тума пултаратпăр. Çапла пулма паян эпир хатĕр. Çавăнпа та муниципалитет тытăмĕнче халăхпа ĕçлеме йĕркеленсе çитнĕ ушкăнпа - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, районти депутатсен Пухăвĕн, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе, старостăсемпе - малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, тỹрĕ кăмăлпа тăрăшасси - тĕп тĕллев.
- Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Ял çыннисен пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ лайăхланса пынине чăн малтан мĕнпе сăлтавлатăр?
- Пирĕн чи хаклă пуянлăх - Çĕр-аннемĕр тата ырми-канми ĕçлекен паттăр халăх. Пурнăçа йĕркелесе пырасси, пурлăхпа ырлăха хушса пырасси вара хамăртан килет. Мухтанни ан пултăр та, кăçал республикăра районсем хушшинче йĕркеленĕ ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕнче каллех пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Пирĕн фермерсемпе кооперативсем Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне" курава çулсеренех хутшăнса тĕрлĕ номинацире çĕнтерни те район халăхĕ ĕçчен те пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Сăмах май каласан, кăçал та çĕршывăн тĕп хулинчен виçĕ пăхăр медальпе таврăнчĕç. Эпир туса кăларакан продукцие çулсеренех çĕршыв шайĕн- че пахалани пире тата ытларах ĕçлеме, çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме, инвестицисене явăçтарма хавхалантарать, хушма ĕç вырăнĕсем уçма май парать. Ку тĕлĕшпе пирĕн малашлăх тĕллевсем тата пысăк. Çакна 2020-2025 çулсенче района аталантармалли комплекслă программăра кашни отрасльпех тĕплĕн палăртнă. Асăннă тапхăрта района уйрăм инвестицисем 1 миллиард та 593 миллион тенкĕ, инфратытăм объекчĕсене тума 3 миллирд та 937 миллион тенкĕ кĕмелле. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем - Ыхра Çырминче тăвакан "Батыревский" агропромышленность паркĕ, Кзыл Чишмари "Сэлэт-Батыр" çамрăксен обществăлла центрĕ, "Тикеш хулашĕ" этнографипе археологи комплексĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх, вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕн отраслĕсенче, пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕнче чылай ĕç тума палăртнă. Тирпей-илемпе, çул-йĕрпе, ял хăтлăхĕпе çыхăннă программăсене, наци проекчĕсене те чылай пурнăçа кĕртмелле. Вĕсене пурне те пĕрлехи вăйпа, пысăк ăнланулăхпа пурнăçлама тивĕ.
- Рудольф Васильевич, эсир çулсеренех ялсенче иртекен граждансен пухăвĕсене район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, урăхла каласан пысăк ушкăнпа, хутшăнатăр. Çакă мĕнле те пулин тĕллевпе çыхăннă е йăлана кĕнĕ?
- Икĕ шухăшне пĕрлештерсен те йăнăш пулмĕ. Çак йăлана малалла та тăсасшăн. Чăн малтанах пухура ял халăхĕ хускатакан ыйтусене пирĕн пурин те пĕлсе тăмалла, шута илмелле, вĕсене пулăшмалла. Тĕпрен илсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те вырăнта çынсене пăшăрхантаракан проблемăсене татса паракан кирлĕ те усăллă программăсене хутшăнмалла. Ун пек ыйтусем вырăнсенче çителĕклех. Хальхи вăхăтра ял пуласлăхне, малашлăхне халăхпа, хисеплĕ ĕç ветеранĕсемпе, старостăсемпе, депутатсемпе, вырăнти предпринимательсемпе сỹтсе явни пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах пуçару бюджечĕпе пурнăçлакан проектсенче уççăнлăх, пĕр шухăшлăх кирлĕ. Ун пек чухне ĕç те кал-кал пырать, халăх та кăмăллă юлать.
- Юлашки çулсенче район центрĕ çеç мар, аякри ялсем те çĕнелсе, капăрланса, аталанса пыраççĕ. Урамсене кĕрсе тухма путăк-шăтăка сапласси, кĕперсене юсасси, ача-пăчана выляса савăнма лапамсем йĕркелесси тата ытти те паян влаçăн çỹлерехри тытăмĕ патне тухмалли ыйтусем те мар темелле. Ку ĕçре чылай чухне пуçарулăхпа хастарлăх çеç кирлĕ тесен те юрать. Акă, Аслă Чемен ял тăрăхĕнче çĕнĕ пуçлăхпа депутатсем, старостăсем, уйрăм хастарсем çийĕнчех вăйсене пĕрлештерсе ĕçе пуçăнчĕç: урамсене тирпейлеççĕ, кĕперсене юсаççĕ, çутă юписене тỹрлетеççĕ тата ытти те. Çапах та пирĕн пĕрисем пурнăçланă ĕçе теприсем хак пама пĕлменни сисĕнет. Çĕнĕ япалана тỹрех çĕмĕреççĕ, ватаççĕ, юрăхсăра кăлараççĕ...
- Тĕрĕсех, çак ыйту паян пăшăрхантарать. Вырăссем "Чисто не там, где убирают, а там, где не сорят", теççĕ. Хамăр пурăнакан тавралăха тирпейлĕ те таса тытассине кашниех хăйĕн тивĕçĕ тесе йышăнмалла. Çавăн чухне çеç çынсен культура шайĕ ỹсĕ, ăнланулăхĕ сисĕнĕ, кану паркĕсемпе скверсенче, ача-пăча лапамĕсенче е ытти вырăнта та йĕрке пулĕ. Вырăнсенче ял тăрăхĕсен çĕнĕ пуçлăхĕсем, депутатсемпе старостăсем пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пикенни хавхалантарать. Шанас килет, хăй тытăмлăх органĕнчи çĕнĕ çынсем, халăхшăн ĕçлеме кỹлĕннĕ хастарсем пурте хăйсен вырăнĕнче кирлĕ те усăллă ĕç тăвĕç.
- Рудольф Васильевич, эсир çак яваплă ĕçре çĕнĕ çын мар: район халăхĕшĕн, хăтлă пурнăçшăн пĕрлехи вăйпа сахал мар ырă улшăну тунă, ĕмĕт-тĕллевсем те пысăк. Çапах та паян сире çав тери пăшăрхантаракан ыйту та çук мар-тăр?
- Ĕçме юрăхлă шыв ыйтăвĕ канăç памасть. Çавăн пекех тепĕр чун ыратăвĕ - юхса тухакан каяш шыв. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн ку ыйтусем паян-ĕнер çеç çуралман. Паллах, вĕсене район шайĕнче кăна татса пама май çук. Çапах та Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Правительстви çак проектпа ĕçлеме пикенни пысăк шанăç парать. "Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн 2021-2024 çулсенче Шăмăршă районĕнчи Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнчен Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсене пăрăхсем тăсма тытăнмалла, ку тĕлĕшпе пирĕн республика Раççей Строительство министерствине укçа уйăрса пама заявка тăратнă.
- Тавах, Рудольф Васильевич, калаçушăн. Сире тата сирĕнпе юнашар тăрăшакан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, депутатсене, старостăсене, ытти обществăлла организацисене, район пуласлăхĕшĕн тăрăшакан уйрăм хастарсене пурне те пĕр вăй пулса ĕçлеме сунатăп. "Пĕрле чухне асат та хуçаймĕ пире", тенĕ ваттисем. Çапла пултăр!
Калаçăва Альбина ЕГОРОВА йĕркеленĕ
Ноябрь 2024 |