ХАЛЬХИ вăхăтра пурне те пăшăрхантаракан коронавирус чирĕ малалла сарăласран асăрханас тĕллевпе районта йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнсем тăтăшах рейда тухаççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем 11 суту-илỹ объектĕнче, обществăлла апатланун икĕ заведенийĕнче, икĕ вĕрентỹ учрежденийĕнче пулса çынсем маска режимне, санитарипе гигиена йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ çакнашкал рейдсем малашне те иртеççĕ. Çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Уйрăмах аслăрах çулхисем урама тухса çỹременни, çын йышлă вырăнта пулманни чир малалла сарăласран асăрханма май парать.
Ноябрь 2024 |