Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх каварлă вирус парăнма шутламасть-ха.
Чирлисем врач патне вăхăтра кайманни те палăрать-мĕн. Çавна май ỹпкисене 80-90 процент сиенлетнĕ пациентсем те тĕл пулаççĕ. Хальлĕхе çак амакран тĕп больницăра 83 çын сипленет. Иккĕшне ỹп- кене вĕртермелли аппаратпа çыхăнтарнă. Пирĕн пата сывалма Улатăр, Çĕмĕрле, Пăрачкав, ытти районсенчен те килеççĕ. Медицина ĕçченĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ.
- Коронавирусран сипленекенсем патĕнче пулса куртăм. Çав тумпа (хỹтлĕх хатĕрĕсемпе) медицина ĕçченĕсене кунĕпе çỹреме чăтăмлăх кирлех. Пациентсем шурă халатлисен ĕçĕпе кăмăллă. Эмелсем çитеççĕ, ИВЛ аппарачĕ тата пиллĕк килмелле. Кислород концентрачĕсем пур. Халăхăн ăнланулăхĕ кирлех. Хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма тăрăшмаллах,- тет Николай Тинюков.
Пĕлсе тăма: "хĕрỹ лини" телефонĕсем
РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнипе Чăваш Енре коронавируса хирĕç кĕрешессипе "хĕрỹ лини" телефонĕсем ĕçлеççĕ. Телефонпа шăнкăравласа СОVID-19 сарăлни, чир паллисем тата сывалмалли мелсем çинчен специалистсенчен ыйтса пĕлме пулать. Çавăн пекех операторсем те чир ернине сиссен мĕн тумаллине, тест ăçта памаллине ăнлантарса параççĕ. Раççейри пур регионсенче те пĕрлехи телефон линийĕсем йĕркеленĕ. Роспотребнадзор - 8 800-555-49-43, пĕрлехи "хĕрỹ лини" - 8-800-2000-112. Кирлĕ пулсан операторсем шăнкăрава регионти линисем çине куçараççĕ. Çакă кĕске вăхăтра информаци тата медицина пулăшăвĕсене илме май парать. Чăваш Енри сывлăх сыхлав министерствин "хĕрỹ лини" телефон номерĕ - 8(8352)26-14-14. Медицина организацийĕсен поликлиникисен çумĕнче те "хĕрỹ лини" телефонĕсем ĕçлеççĕ. Патăрьел районĕнчи тĕп больницăра шăнкăравсене (8-17 сехетсенче) çак телефонсемпе йышăнаççĕ: 6-19-61, 6-14-87.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |