Паянхи почта - усламçă та, пулăшуçă та

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2020, 10:20 Просмотров: 371

- Анне 30 çул ытла почтальонкăра ĕçленĕрен ăна пулăшма эпĕ ачаранах çỹренĕ. Хул урлă çакакан сумкине хаçат-журнал кĕместчĕ те. Пĕр-пĕр кил 5-6 экземпляр çырăнса илетчĕ. Салтакран е аякри хуласенчен килекен çырусем те самаяхчĕ. Уявсенче вара саламлă открыткăсем салатмаллаччĕ,- тет Турханти почта уйрăмĕн начальникĕ Н. Еремеева.

Надежда Федоровна почта системине ĕçе кỹлĕннĕренпе 20 çул та иртрĕ. Унтанпа улшăнусем те сахал мар пулчĕç. Ертỹçĕ ĕçе тивĕçлипе туса пынине федераци службин республикăри почта управленийĕнчен 2014, 2016, 2019 çулсемшĕн панă Тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ.

Ĕçри çитĕнỹ коллектив тăрăшулăхĕнчен килет. Почта уйрăмĕ таврари ялсене те тивĕçтерсе тăрать. Акă, Т. Алексеева почтальонка Турхан ялĕнчи пĕр урама, Тури Тăрмăш, Хурама Твар ялĕсене хаçат-журнал валеçет. Пĕр хутчен çаврăнас тесен те миçе çухрăм. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата кашнийĕнчех вулакан патне вăхăтра çитерме тăрăшать Татьяна Николаевна. Хурама Тварĕнче ăна Т. Давыдов, А. Манзуркина, Т. Зеленкова, Е. Едриванова тата ыттисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕнле çула тухмăн? Унтах "Чăваш хĕрарăмĕ", "Çамрăксен хаçачĕ" çырăнакансем те пур.

Кашни почтальонкăн тиевĕ çителĕклех. Э. Бузакина психоневрологи интернатнех çитет. Каллех утмалăх пур. Р. Федотова Упамсаран килет. Почтальонкăсен халĕ хаçат-журнал çеç валеçмелле мар. Таварне те хутаççи-хутаççипех йăтаççĕ. Почта уйрăмĕнче ĕçлекенсен ăна уйăхсерен 100 пин тенкĕрен кая мар сутмалла. Ассортименчĕ пуян. Пĕрисем пылак çимĕç, теприсем кĕпе çумалли хатĕрсем, виççĕмĕшĕсем лапша-кĕрпе кăмăллаççĕ. Çуркуннесенче вăрлăх ыйтаççĕ. Коронавирус чирĕ алхасни çеç йывăрлăха кĕртсе ỹкерет. Пенси укçине алăк айĕнчен алă пустарса пани те тĕл пулать.

- Унчченсенче ватăраххисем пĕр-пĕрне курса калаçас тесе те килетчĕç почта уйрăмне. Ял хыпарне шĕкĕлтетчĕç вара. Кам чирленĕ, кам чĕрĕлнĕ, çемйисенче йыш хушни таранах аса илетчĕç. П. Карзакова чăн чăвашла калаçса хавхалантарса хăваратчĕ. В. Кадушкин та тăтăш çỹретчĕ. А. Алек- сеев кỹрши-арши таранах хаçат-журнал илсе кайса паратчĕ. Почта килекен кашнийĕ пушă алăпа каймастчĕ, - тет Н. Еремеева.

Халăх шухăш-кăмăлне кура йĕркелесе пыраççĕ ĕçе почта уйрăмĕн ĕçченĕсем. Хаçат-журнала йỹнерех çырăнтармалли тапхăрта ытларах çырăнтарса юлма тăрăшаççĕ. Таварсене пенси укçи валеçнĕ чухне сĕнеççĕ. Чылайăшĕ хăйсене мĕн кирлине маларах каласа та хураççĕ. Хĕвел çаврăнăш çăвĕ, çăнăх, кĕрпе, сахăр песукĕ кашни хуçалăхрах усă курăнать.

Коронавирус чирĕнчен почтальонсен те асăрханмалла. Яла хуласенчен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне ывăл-хĕрĕ, мăнукĕсем килсех çỹреççĕ. Тепри хăй чирленине сисмесĕрех ирттерсе ярать пулсан та çынсене вирус ертме пултарать. Çавăнпа маскăпа тата перчеткепе çỹреме тăрăшаççĕ. Хỹтлĕх хатĕрĕсене вара ĕçрен те параççĕ.

 Халĕ çырăнтару тапхăрĕ пырать. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçламаллах. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта "Авангард" хаçата 187 экземпляра çитернĕччĕ. Халиччен çурри ытла çырăнтарнă. Кăтартăва 2021 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн ирттерме те пулаççĕ Турхансем.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика