Çĕньял ялĕ чăваш хутлăхĕнчи çĕршер ялтан нимĕнпех те уйрăлса тăмасть темелле. Вăл та ыттисем пекех хăйĕн кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе пурăннă. Ку таранччен пирĕн Çĕньял ялĕнчи ăру-тăванлăх çыхăнăвĕ пирки брошюра пĕрре мар пичетленнĕ. Анчах тăван ялăн историйĕ пирки çырнă кĕнеке тухманччĕ-ха. Çак кунсенче кун çути курнă "Çĕньял историйĕ" хулăн хуплашкаллă паха кĕнеке вара ял халăхĕшĕн пысăк парне пулчĕ. Унăн авторĕсем - Н Осипов филологи наукисен кандидачĕпе М. Нестеров таврапĕлỹçĕ.
Ял историне пур енлĕн çутатакан кĕнеке темиçе пайран тăрать. Кунта авторсем пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн, шкулăн, ялти ытти предприятисен историйĕ, культура аталанăвĕ, халăхăн йăли-йĕрки, Çĕньялта ырă ĕçĕпе тата пултарулăхĕпе палăрнă хастарсем, уйрăм писательсен ĕçĕсем, пĕрремĕш тĕнче вăрçине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хушăнннă ветерансем, репресси синкерлĕхне çакланнă çынсем тата ытти пирки те тĕплĕн çырса кăтартнă. Çывăх вăхăтра "Çĕньял историйĕ" районти вулавăшсене те çитĕ.
М. МАДЮКОВА
Ноябрь 2024 |