Чăваш апачĕшĕн сасăлар
Регионсен бренчĕсен «Раççей тути» наци конкурсне çĕршывăн Ял хуçалăх министерстви ирттерет. Конкурса хутшăнакан апат-çимĕçе Раççейĕпех пĕлтерес тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Эксперт комиссийĕ вĕсене раштав уйăхĕнче суйласа илĕ. Унччен халăх сасăлавĕ иртет. Финалистсене сакăр номинаципе палăртĕç. Пирĕн республикăри предприятисем конкурса шăрттан, Çĕрпÿ пĕремĕкне, чăваш пылне тата качака сĕтне тăратнă. Чăваш апачĕшĕн https://russiantastes.ru/ сайтра сасăламалла пулать. Унта Чăваш Республикине тата хăвăра килĕшекен çимĕçе суйламалла.
Хĕрарăмсен пуçарăвĕ пархатарлă та аталануллă
Хĕрарăм-предпринимательсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче «Çĕнĕ вăхăтăн ĕçлĕ хĕрарăмĕсем: пуçарулăх тата аталану» ятпа конференци иртнĕ.
— Ĕç пуçарса йĕркелеме пултарулăх та кирлĕ. Хĕрарăмсем паян питĕ маттур. Çемьере те, ĕçре те, общество пурнăçĕнче те ĕлкĕреççĕ вĕсем, — палăртнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ, финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева хĕрарăм тĕнчене илемлĕрех, ырăрах, пархатарлăрах тума килни çинче пусăм тунă. Тухса калаçакансенчен чылайăшĕ хĕрарăм маттур анне, лайăх арăм тата пултаруллă предприниматель пулни тавра сăмах пуçарнă. Уйрăмах палăрнă маттур чиперккесене тĕрлĕ Хисеп хучĕпе чысланă.
Экспозици хатĕрленĕ
Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Театр пуканисемпе тумĕсенчи наци тĕррин элеменчĕсем» экспозици хатĕрленĕ. Ăна Чăваш тĕррин кунне халалланă. Экспозици ноябрĕн 20-мĕшĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Вăл декабрĕн 13-мĕшĕччен театр фойинче ĕçлĕ. Валентина Элпин пьеси тăрăх Юрий Филиппов режиссер 2013 çулта лартнă «Эп халь телейлĕ» спектакле ноябрĕн 25-мĕшĕнче 12 сехетре пукане театрĕн «Контактра» страницинче курма май килĕ. Тепĕр кунхине театрта «Веселые уроки чувашского» спектакль лартĕç. Вăл 12 сехетре пуçланĕ. Спектаклĕн сценографийĕпе артистсен тумĕсене чăваш тĕррипе илемлетнĕ.
Усламçăсемпе паллаштарĕç
«Раççей тăрăх çӳрев». Ҫакăн пек ятпа виртуаллă проекта Мускаври предпринимательсен, меценатсен тата ырă тăвакансен музейĕ пуçланă. Революциччен ĕçлесе пурăннă усламçăсемпе паллаштарассине телекĕпер мелĕпе йĕркеленĕ. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Мускавпа Улатăр хулине çыхăнтарнă. Улатăрти тавра пĕлӳ музейĕн ăслăлăх ĕçченĕсем асăннă тăрăхри усламçăсемпе паллаштарнă.
Тӳлевсĕр вĕренеççĕ
«Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре пурăнакансем маркетинг тата программировани енĕпе тӳлевсĕр вĕренме пултараççĕ. Персоналлă цифра сертификачĕсен программисен курсне 1195 çын çырăннă. Вĕсем цифра экономикин 17 компетенцине тӳлевсĕр вĕренĕç.
Денис Гордеевăн çĕнĕ кĕнеки пичетленнĕ
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Аҫаҫури» ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Денис Гордеев. Денис Гордеевӑн «Ир такӑнсан», «Чи вӑрӑм кун», «Куккуклӑ сехет», «Акман ыраш», «Ҫурта кунӗ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Пӑсташ» тата ытти кӗнекисене вулакансем юратса вулаҫҫӗ. Прозаик хӑйӗн повеҫӗсемпе калавӗсенче чӑваш халӑхӗн хальхи пурнӑҫне сӑнарлать. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Укҫа кимми», «Турӑ алӑкӗ», «Хӑямат» повеҫсем, «Шӗвӗ кулач», «Аҫаҫури» тата «Вӑрттӑн медаль» калавсем кӗнӗ.
Ноябрь 2024 |