Он-лайн суту-илỹ çеç юлĕ-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2020, 16:58 Просмотров: 307

Çитес çырав кăтартĕ 2020 çулта сутнă пĕтĕм таварăн 10 процентне он-лайн мелпе туяннă, Чăваш Республикинче - 3,2 процент. Ку вăл пандемипе кăна çыхăнман, çитĕнекен ăрун шухăш-кăмăлĕ улшăнни пирки те калать.

Индустри аталанăвĕн тĕп енĕ - 1985, 2000 - 2003 çулсенче çуралнисем интернет ăшне путни. Çакă вĕсен йăлана кĕнĕ. Кăшăлвирус иккĕмĕш хутчен анлăн сарăлас хăрушлăх тухса тăнă май, тавара он-лайн мелпе туянасси 20 процента çитме пултарать. Суту-илỹ политикине тĕпчекен экспертсем çавăн пек пĕтĕмлетỹ тунă.

Раççей çыннисем интернет урлă япала туянса укçа тăкма хатĕр. Ăна статистика та çирĕплетет. Тĕслĕхрен, Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулхи сентябрьте интернет урлă суту-илỹ тăвакан пысăк организацисем августринчен 0,5 процент ытларах тавар сутнă. 2019 çулхи сентябрьпе танлаштарсан вара 2,3 хут нумайрах. Ваккăн сутнă пĕтĕм тавар калăпăшĕнчен 5,4 проценчĕ он-лайн мелĕпе пулса иртнĕ, пĕлтĕрхи сентябрьте вара 2,6 процент кăна пулнă.

Чăваш Республикипе илес пулсан, кăтартусем çапларах: 2020 çулхи сентябрьте интернет урлă суту-илỹ тăвакан пысăк организацисем августринчен 5,1 процент ытларах тавар сутнă (танлаштаруллă хаксемпе), пĕлтĕрхи сентябрьтинчен 3,1 хут нумайрах. Он-лайн мелĕпе ваккăн сутнă пĕтĕм тавар калăпăшĕ те палăрмаллах ỹснĕ - 4,3 процент, пĕлтĕрхи сентябрьте 1,5 процент пулнă.

Çĕршыври халăх йышĕ тата тытăмĕ мĕнле улшăннине, кашни ăру мĕне ытларах хакланине Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăтартса парĕ. Вăл 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет. Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика