Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьел, Шăнкăртам тата Пикшик ял тăрăхĕсен территорийĕсенче строительство тата юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă.
Патăрьелĕнче ача-пăча искусство шкулĕн çуртне юсасси малалла пырать. Ăна валли Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн муниципаллă учрежденисен культура сферин пурлăхпа техника базине çирĕплетме 2019-2020 çулсенче 32 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.
Объект подрядчикĕ - "Энергострой" пĕрлешỹ (ертỹçи И. Маков).
Хальхи вăхăтра кунта шалти ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ, вентиляци тăваççĕ, территорине тирпейлеççĕ.
"Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн çурчĕ район центрĕнчи хăтлă условисемлĕ чи илемлĕ здани пулмалла. Унăн малашлăхĕ пултăр тесен вăл кун-çул ыйтнине тивĕçтермелле. Вĕрентỹ сферинчи çĕнĕлĕх пысăк шанăç парать. Преподавательсен яваплăхне те ỹстерет. Вĕренекенсен интересĕсене те хăпартать. ХХI-мĕш ĕмĕр - наукăпа искусствăн мĕн пур сферинчи çĕнĕ технологисемпе професси ăсталăхĕн ĕмĕрĕ. Музыкăпа ỹнер вăрттăнлăхĕсене алла илесси те çак шута кĕрет",- тесе палăртнă Рудольф Селиванов.
Шăнкăртамра пĕрремĕш вăтам шкул çумне 120 вырăнлăх хушма объект çĕкленет. Ăна "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăпартаççĕ. Хушма çурт тума 109 миллион тенкĕ уйăрнă. Ĕçе "Булат" пĕрлешỹ пурнăçлать. Ăна 2021 çулхи сентябрĕн пĕрремĕшне хута ямалла.
3 хутлă çĕнĕ корпусра пуçламăш класра вĕренекенсем валли 6 пỹлĕм, спортзал, хушма занятисем ирттермелли, администраци кабинечĕсем тата гардероб пулать.
"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Арапуçĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленет. Ăна "Каскад" пĕрлешỹ (ертỹçи А. Куртлюков) тăвать. Проектпа смета документацийĕпе килĕшỹллĕн подрядчик сивĕ тата вĕри шыв, электроэнерги, телефонпа радио кĕртессине те пурнăçламалла. Çавăн пекех Рудольф Селиванов яла кĕрекен çĕре хăш вырăнарах стелла лартмаллине те тишкернĕ. Ăна пуçарулăх бюджет мелĕпе тăваççĕ.
Сăмах май, юлашки çулсенче çакă йăлана кĕрсе пырать. Халăх ку енĕпе хăй пуçарулăх кăтартать.
Подрядчиксене ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама сĕнсе хăварнă.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |