ÇУЛ çинче пулакан авари сăлтавĕсенчен пĕри - водительсем тимлĕхе çухатни. Çакă руль умĕнче ларса пыракан кĕсье телефонĕпе калаçса пынинчен те килет. Çав вăхăтра вăл умĕнчи, хыçри куçăма, çул урлă каçакана та асăрхамасса пултарать. Йывăр лару-тăрăва çакланнă водитель ун пек чухне тепĕр автомашина çине пырса тăрăнать е çул хĕррине çаврăнса ỹкет тата ытти те. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ
А. Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал çăмăлттайлăхпа пулакан инкексем районта та сахал мар. Тимлĕхе çухатса телефонпа калаçса пыракан водительсене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманшăн явап тыттараççĕ.
Ноябрь 2024 |