Центр Чӑваш Енре хӑйӗн ӗҫне пуҫланă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2020, 11:05 Просмотров: 234

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫӗршыври мĕн пур регионсенче ЦУРсем  (Регион ĕҫĕсене йĕркелесе пыракан центрсем) йĕркеленсе пыраҫҫĕ.

Республикăра ҫӗнӗ тытӑма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2020 ҫулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе йĕркеленĕ.

Ҫĕнĕ центрăн тĕллевĕ ӗҫ тӑвакан власть органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен халăх ыйтăвĕсене пухса, кирлĕ пек тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма витĕм кӳресси.

Вӗрентӳ, социаллӑ хӳтлӗх, сывлӑх сыхлавӗ, транспорт, ҫулсем, экологи, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата ытти сферăри ыйтусене тишкереҫҫĕ специалистсем, кашнинпе тивĕҫлĕ хаклав тăваҫҫĕ.

Центр ӗҫ-хӗлне сăнаса, тĕрĕслесе тăраканĕ республикӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ  пулать. Чӑваш Республикин ЦУРĕ валли тĕп  платформа «Инцидент Менеджмент» шутланать. "Инцидент Менеджмент" тытӑмне икӗ ҫул хушшинче республикӑра пурӑнакансенчен 25 пин ытла  ҫыру килнĕ, уйӑхра - 1500-е яхӑн хыпар пулнă. Хурав кӗтмелли вӑтам вӑхӑт 3 сехет те 20 минут шутланнă, граждансене тивӗҫтернӗ шайӗ 87 процентпа танлашнӑ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика