Лаборатори хӑватне ӳстереҫҫӗ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2020, 11:07 Просмотров: 215

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикăри Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн венерологи диспансерӗнче диагностика лабораторийӗн ӗҫӗпе паллашнӑ.

Ака уйӑхӗнчен пуҫласа коронавирус инфекцине палăртассипе специалистсем диагностика ирттереҫҫӗ.

Тӗллевлӗ субсидисен шучӗпе нумаях пулмасть термоциклер туяннӑ. Вӑл ҫак лабораторире тӗпчевсен йышне талӑкра 700-800 единица таран ӳстерме май панӑ.

"Пирӗн тӗллев - малтанхи стадисенче чирлӗ ҫынсене май килнӗ таран хӑвӑртрах тупса палăртасси, сыватасси", - палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. «Ку енӗпе диагностика лабораторийӗсен хӑватне тата ытларах ӳстермелле", - тесе хушса каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи.

Республика бюджетӗнчен 2 млн 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ ӗнтӗ, вӑл республикӑн венерологи диспансерӗн лабораторине нуклеин кислотисен амплификаторне туянма, условисем туса пама витĕм кӳрекен пысăк тĕрев, ҫакӑ вара ирттерекен тӗпчевсене тата ытларах ӳстерме пулăшать.

Федераци укҫи-тенки шучӗпе Канашри медицина центрӗ валли лаборатори оборудованийӗ туянма палӑртнӑ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика