Манăн аннене Алина Торговцева тесе чĕнеççĕ. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл маншăн чи хаклă, çепĕç çын.
Анне ырă ĕç тума сахал мар вĕрентет. Çывăх çыннăм районти тĕп больницăра медицина сестри пулса вăй хурать. Хальхи саманара унăн ĕçĕ çăмăл мар. Чирлĕ çынсене сыватас тесе килте те сайра пулать. Эпĕ уншăн кỹренместĕп, савăнатăп кăна. Мĕншĕн тесен вăл ырă ĕç тăвать.
Анне маншăн чи лайăххи. Çывăх çынсене пурин те юратма, хаклама пĕлмелле.
Анна ТОРГОВЦЕВА, 3 класра вĕренекен.
Ноябрь 2024 |