Ултавçă чеелĕхĕ çынсене шар кăтартать

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2020, 09:18 Просмотров: 719

ХАЛЬХИ вăхăтра ултавçăсем çынсене куçа-куçăн курмасăрах, тĕл пулмасăрах чике тăршшĕ лартнă тĕслĕхсем пирки МИХ хатĕрĕсенче çырсах тăраççĕ пулин те вĕсен серепине çакланакансем чылай. Преступленисем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пирĕн районта та пысăк. Палламан çын сирĕн пата шăнкăравласан никамăн та асăрханулăха, тимлĕхе çухатмалла мар. Мошенниксем тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсен шанăçне те кĕме пултараççĕ. Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, çак кунсенче çеç сайтра 81 çулхи кинемей ултавçăсенчен шар курнине çырчĕç. Хăйсен пайтишĕн тăрăшакан преступниксем ватă çынна сывлăхне сиплеме шантарса çулталăк укçа сăптăрса пурăннă. Хĕрарăм вара хăй "шăнман пăр" çинче ларса пынине те туйман... Палламан çынсен счечĕ çине 29 хутчен укçа куçарнă! Унăн 2 миллион тенки çилпе вĕçсе кайнă. Çак пăтăрмах пирки йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем сиссен çеç вăл хăй тĕрĕс мар тунине ăнланса илнĕ. Ултавçăсем унăн сывлăхне сиплеме мар, хавшатса çеç хăварнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика