ВĂРĂ вăрлать те хăварать, пушар вара вăйлă алхаснă чухне нимĕн те хăвармасть. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен пирĕн тăрăхра 59 пушара шута илнĕ. Инкексем иртнĕ çулхинчен ытларах. Хальхи вăхăтра пушар хуралĕн сотрудникĕсемпе çул çитмен ачасемпе, ваттисемпе тимлекен профилактика субъекчĕн представителĕсем тăтăшах вырăнсене тухса пĕччен пурăнакансемпе, нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ, вут-кăвар инкекĕнчен асăрханмалли пирки калаçаççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем Туçа, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче пулнă.
Ноябрь 2024 |