Коронавируса вăй илме парас мар тĕллевпе районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2020 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче кăларнă "Чăваш Республикин территорийĕнчи халăха санитарипе эпидемиологи тăнăçлăхĕпе тивĕçтерессипе тунă йышăнусем пирки" хушăва пурнăçласа мобильлĕ ушкăнсем кулленех рейда тухаççĕ. Вĕсем суту-илỹ, апатлану вырăнĕсенче, вĕрентỹ учрежденийĕсенче пулаççĕ, дистанцие пăхăннине, хỹтĕлев мелĕсем пуррипе çуккине, санитари ĕçне еплерех пурнăçланине тĕрĕслеççĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |