Малтанлăха - асăрхаттару

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2020, 09:26 Просмотров: 733

Саккунсене пăсассине сирес, профилактика тĕллевĕпе тĕрĕслевçĕсем асăрхаттару (предостережени) çырма пултараççĕ. Кунта йĕркесĕрлĕх паллисене çирĕплетекен сведенисем пуррине тĕпе хураççĕ. Пĕрлех тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвне те, çынсен çырăвĕсене те, влаçăн ытти органĕсенчен çитнĕ материала та, МИХ-сенчен пĕлтернине те шута илеççĕ.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ кăçалхи вунă уйăхра кăна çĕр надзорĕ енĕпе 235 асăрхаттару панă: район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсене - 39, юридици сăпатĕнчи çынсене - 42, уйрăм çынсене - 154. Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова каланă тăрăх, пурне те тенĕ пекех çум курăк ỹстерсе янăшăн сăмах тивнĕ: Муркаш, Етĕрне, Улатăр, Çĕрпỹ, Канаш, Вăрмар, Элĕк, Пăрачкав районĕсенче тата Шупашкар хулинче.

Тĕслĕхрен, Улатăр районĕнчи Алтышево ял тăрăхĕн администрацине 594,4 гектар çĕрпе усă курманшăн асăрхаттарнă. Темиçе пайран тăракан лаптăка пĕр хуçалăх 5 çуллăха арендăна илнĕ пулнă. Мĕнле тĕллевпе-ши? Çум курăк ỹстерме-ши? Калама хĕн. Анчах та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче пахча çимĕç лартса çитĕнтермелле, тыр-пул туса илмелле е саккунсенче каланă ытти тĕллевпе усă курмалла. Кунта тăпран пахалăхне упраса хăварас е ăна лайăхлатас тесе тăрăшаççĕ теме те чĕлхе çаврăнас çук. Юрать, çĕрĕн çиелти паха сийне тĕкĕнмен, хытă каяш пăрахса япăхлатман.

Çĕр пусă çаврăнăшĕнче пулмаллине, çум курăкран хăтăлма вара ятарлă ĕçсем йĕркелеме тивни пирки аса илтернĕ. Кунта пестицидсемсĕр май килменни паллă, анчах хими япалисемпе ахаль чухнехинчен ытларах усă курма тивет-çке. Çакă вара сывлăха, уйрăмах ачасенне, япăх витĕм кỹме пултарнине манмалла мар.

Çитменнине асăннă лаптăк вăрманпа чикĕленет. Типĕ çум курăкран пушар тухас хăрушлăх пурри пирки тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Ăна çунтарни те ырă тумасть. Хыт-хурана вутпа пĕтерме çук, вĕсем чăтăмлă. Усăллă хурт-кăпшанкă вара вилет. Çут çанталăкри йĕрке пăсăласси куç кĕрет. Çавăнпа тĕрĕслевçĕсем çĕрпе тĕллевлĕн усă курмаллине асăрхаттараççĕ. Шута илĕр - малтанлăха кăна.

Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика