Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ ваттисем. Çак каларăш паянхи куна та чăн килет. Пурнăçра яланах çĕннине шырама тăрăшмалла. Унсăрăн кун-çул уттипе тан пыраймăн. Республикăри вĕрентỹ институчĕ те вĕрентекенсене хавхалантарас, вĕсен тăрăшулăхне вырăна хурас, професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе предмет олимпиадисем ирттерет. Тупăшусене Аслă Чементи вăтам шкул педагогĕсем те хастар хутшăнчĕç. А. Ананьева, З. Васильева, Н. Кошелева, А. Сергеева кĕçĕн классен тата акăлчан, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен учителĕсем призерсем пулчĕç.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |