Хĕллехи ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2020, 14:44 Просмотров: 636

Сад ĕрчетекенĕн хĕллехи тивĕçĕ - çимĕç йывăççисемпе тĕмĕсене сивĕрен тата кăшлакан чĕр чунсенчен (мулкач, шăши тата ытти те) сыхласа хăварасси.

Раштав уйăхĕнче йывăçсемпе çырла тĕмĕсене тĕрĕслесе тухмалла. Улмуççисене кĕленче ванчăкĕллĕ пусма татăкĕпе (ăна хуçалăх лавккисенче сутаççĕ) çыхсан шанчăклă. Ку япала кăшлакан чĕр чунсен тутине тирнĕ пирки вĕсем ун çумне перĕнеймеççĕ.

Ку вăхăтра çанталăк сивĕ тăрать е юр сахал ỹкнĕ пулсан çырла тĕмĕсем шăнса пĕтме пултараççĕ, çавăнпа та çырла речĕсен хушшине 5-7 сантиметр хулăнăш çĕрнĕ тислĕк, торф сарса витмелле. Садра çырла ỹсекен вырăна хĕл каçах юр ытларах пухма тăрăшмалла. Юр хулăнăшĕ 50-60 сантиметртан кая мар пулмалла. Хулăн юр çырласене сивĕ тивесрен хỹтĕлет, унсăр пуçне çуркунне çитсен тăпрара нỹрĕк ытларах тытăнса юлать.

Хĕл каçиччен шăшисене пĕтермелли наркăмăшлă апата 2-3 хут улăштармалла. Йывăç вуллисене кĕркунне шуратса хăварма ĕлкĕреймен пулсан ку ĕçе хĕл вĕçнелле пĕр-пĕр ăшă кун тумалла. Хĕлле те, çуркунне çитеспе те ỹсен-тăрана мулкачсенчен сыхласа хăварма тăрăшмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика