- Мăнукăмăрсемшĕн тунсăхлатпăр. Час-часах хĕрĕмĕр качча кайнă Тутарстанри Пăва районне кайса çỹретпĕр. Çуртра çăмăл автомашина пурри аван. Инçе çула кĕскетме пулатех, - тет Туçара пурăнакан Г. Мулюкова.
Галина Васильевнăпа мăшăрĕ ача садĕнче ĕçленĕ. Анчах çуртра ăрăва малалла тăсаканни пулман. Вара Мулюковсем 10 кунри пепкене усрава илнĕ. Пĕчĕкскере пăхма пĕртте çăмăл пулман. Кăшт сас парсанах кăнтăрла та, çĕрле те мăшăрĕпе пăянамăшĕ те сăпка умĕнчен кайман.
Кăкăр сĕтне улăштаракан çимĕçе ача валли çиес умĕн çеç хатĕрленĕ. Ăна вăл вăхăтра туянма та ансат пулман. Мускавран, Хусантан, ытти хуласенчен кỹрсе килтерме тивнĕ. Çавах пуçа усман ача амăшĕпе ашшĕ. Çавăн пекех тăхăнмалли кĕпе-тумтирĕ те суту-илỹре çителĕклĕ сутăнман. Юрать Галина Васильевна алă ĕç ăсти пулнă. Кĕпине, кофтине, йĕммине, алса-чăлхине çемçе çăм çиппинчен хăйех çыхнă.
Паян та алă ĕçне пăрахмасть ял хĕрарăмĕ. Пушă вăхăтра тĕрлет. Ташă-юрă ăстисем валли миçе саппун, тутăр тĕрленине шутласа та кăлараймăн. Качча каякан хĕрсем валли турăм карри тĕрлесе парать тата ытти те. Çыхассине те манăçа кăлармасть. Çав вăхăтрах сăвă çырма та ăста. Вĕсем тăрăх хывнă юрăсене А. Сорокин, М. Горшкова тата ыттисем кăмăлтан шăрантараççĕ. "Мĕн кирлĕ-ши чĕреме?" кĕнеке те пичетлесе кăларнă Г. Мулюкова.
Çиччĕмĕш теçетке ваклакан Галина Васильевна пурнăçа ỹпкелесе калаçнине нихăçан та илтмен. Савнă мăшăрĕ çумра. Картиш тулли выльăх усраççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Кỹршĕ-аршăпа килĕшỹре. Кăмăлне кура пурнăç çулĕ уçăлсах пынă унăн. Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн (ун чухне вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестата çавăн чухне панă) фермăра ĕçлеме пикеннĕ.
Малалла вĕренес ĕмĕтпе Патăрьелĕнчи професси училищине çул тытнă. Ветеринар специальноçне алла илнĕ. Ялта кирлĕскер. Ун чухне "Гвардеец" колхозăн кашни бригадинчех ĕне, сысна фермисенче йышлă выльăх усранă. Сысна та пăхнă пурнăçĕнче Галина. Сысна, ĕне фермисен заведующийĕсем те пулнă. Каярахпа, çăмăлрах ĕçе куçас тĕллевпе, садике вырнаçнă. Унта вара 21 çул завхозра ĕçленĕ.
Йышлă ача çỹренĕ садике. Апатра усă курăнакан пахча çимĕçе кунта ĕçлекенсен вăйĕпе хатĕрлеме тăрăшнă. Колхозран çĕр улмине, суханне, кишĕрне, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрне турттарнă. Сĕте фермăна кайса илсе вĕретсе ĕçтернĕ.
Коллективпа килĕшỹре ĕçленĕ Г. Мулюкова. Унтанпа та шыв-шур нумай юхрĕ. Вăхăтĕнче пĕрле ĕçленисенчен садикра паянхи кун çукпа пĕрех пулсан та манмаççĕ Мулюковсене. Уявсене чĕнсех тăраççĕ. Çакăншăн хĕпĕртеççĕ вĕсем. Галина Васильевна вара кашнийĕнчех хăйĕн юлашки вăхăтра çырнă сăввисемпе паллаштарать. Вулакансене хальхинче те шăпах пĕрне сĕнесшĕн.
Ноябрь 2024 |