ЮЛАШКИ çулсенче районта вилекенсем çуралаканнисенчен самай ытларах. Кăçалхи вун пĕр уйăхра 545 çын ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Арçынсен вăтам ĕмĕрĕ - 66, хĕрарăмсен - 82 çул. Çемьене савăнăç кỹрекен пепкесен шучĕ вара иртнĕ çулхи çак вăхăтри пекех - 265. Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем çамрăк мăшăра виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачисене алла илнĕ ятпа çеç мар, пиллĕкмĕш, улттăмĕш, çиччĕмĕш чун тĕпренчĕкĕсене кун çути парнеленĕ сăлтавпа та саламланă.
Ноябрь 2024 |