Декабрĕн 10-мĕшĕ - Çынсен прависене хỹтĕлемелли кун. 1948 çулта Пĕрлештернĕ Нацисен организацийĕн Пĕрлехи Пухăвĕ этем прависен пĕтĕмĕшле декларацине йышăннă. Хальхи вăхăтра Раççей Конституцийĕ çынсен тата граждансен правипе ирĕклĕхне, пĕрпеклĕхне витĕмлĕ гарантилет. Раççей Федерацийĕн Конституципе килĕшỹллĕн Раççей патшалăхĕ власть тата патшалăх тытăмĕн органĕсем, суд, прокуратура, право йĕркине сыхлакансем çĕршыв гражданĕсен правипе ирĕклĕхне сыхласа пурнăçа кĕртеççĕ. Çынсен правине хỹтĕленине Кивĕ Халалта (Старый Завет) та тупатпăр. Вунă йĕркерен тăракан Халала паян çынсен чыслăн тыса пымалла. "Аçуна, аннỹне хисеплесе пурăн: хăвнах ырă пулĕ, çĕр çинче ĕмĕрỹ вăрăм килĕ. Хăвăрăн тăванăрсене, хурăнташăрсене кĕвĕçсе кураймасăр ан тăрăр. Ачăрсене тĕрĕс мар уйăрса, уйрăм мала хурса, пĕрне пĕри курайми ан тăвăр. Тăван çĕршывшăн тимсĕр ан пулăр, ăна тупăшшăн хапсăнса ан сутăр", - тенĕ унта.
В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ
Ноябрь 2024 |