Илĕртỹллĕ курав

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2020, 14:58 Просмотров: 595

Хĕллехи каçсем вăрăм. Вĕсене кĕскетес тесе хĕрарăмсем алă ĕçĕ тытаççĕ. Алса-чăлха та çыхмалла. Чĕнтĕр йĕппи выпятакансем те пур. Ытларахăшĕ вара тĕрĕпе интересленеççĕ. Ĕç хатĕрĕсене халĕ сутаççĕ. Пусма çине çаптарнă кирек епле ỹкерчĕк те пур. Тĕсĕсене суйласа тĕрле те тĕрле. Ăстасем çапла тăваççĕ те. Вĕсен ĕçĕпе паллаштарас, пĕр-пĕрин пултарулăхне ыттисене кăтартас тĕллевпе Сăкăтри культура çуртĕнче "Чăваш тĕрри" курав йĕркелерĕç. Асанне арчинчи сурпан, алшăлли те тухрĕ. Мĕн кăна пулмарĕ унта.

Библиотекăра ăстасен "Алăпа тĕрленĕ асамлăх" тата кĕнекесен "Асамлă тĕрĕ тĕнчи" выставкисем пулчĕç. Е. Жачеван "Чăваш тĕрри" тата "Чăваш тĕрри: ăстасен канашĕсем" кĕнекисем тата Ю. Ювенальеван авалхи йăх-несĕлĕмĕрсен - сăварпа пăлхарсен - культурипе паллашма май паракан ĕçĕсем тĕрĕ вăрттăнлăхне уçма, çак алă ĕçĕн кăткăслăхне алла илме май параççех.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика