Ырă туни ырăпах таврăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2020, 15:01 Просмотров: 601

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 11 класра вĕренекенсем класс сехетĕнче "Эпир пурте урăхла" темăна çĕклерĕç. Унта çитĕнекен ăру пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренес, йăла-йĕркене тытса пырас, ытти халăхсен культурипе интересленес, чăтăмлăха хăнăхас, Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçисем пулас, сăпайлă та сапăр çитĕнес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.

З. Мтеева класс ертỹçи калаçăва интереслĕ йĕркелеме тăрăшрĕ. Тĕрлĕ ыйту хуравне пама ыйтрĕ. Тĕслĕхрен, акă: "Мĕн пулнă пулĕччĕ-ши, енчен те çынсем пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăман пулсан?", "Клонсен тĕнчинче пурăнма интереслĕ пулнă пулĕччĕ-ши вара?", "Çынна пулăшу кирлĕ пулсан мĕн тунă пулăттăр эсир?", "Мĕнле пулмалла пирĕн ыйткалаканпа?" тата ытти те.

Юлашкинчен вĕренекенсем пĕтĕмлетỹ турĕç. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать. Хăвăн пурнăçу та пĕр тикĕс, лайăх пырать. Кашни çынпа юлташпа калаçнă пек сăмах хушма тăрăшмалла. Ырăлăх çакăнта палăртăр. Мероприяти вĕçленсен те ачасен шухăшĕ улшăнмарĕ. Лайăх пурăнас тесен пĕр-пĕрин хушшинче, коллективра килĕшỹ кирлĕ, çавăн чухне общество та сывă пулĕ.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика